Пĕчĕккисен тĕнчи

14 Раштав, 2017

Экосырăш

Шупашкарти 9-мĕш ача садне çÿрекен вăтам ушкăнти ачасем кайăксене юратаççĕ. Хĕл çитес умĕн вĕсем çунатлă туссем валли экосырăшсем ăсталарĕç. Картонран касса кăларнă «чĕресене» çăнăхран пĕçернĕ çилĕм сĕрчĕç, кайран вĕсене кĕрпепе илемлетрĕç.

Кашни ача хăйне май хитре сырăш ăсталарĕ. Халь ĕнтĕ кайăксем сивĕ хĕл кунĕсенчен хăрамĕç, мĕншĕн тесен вĕсене 9-мĕш ача садĕнчи экосырăшсенче тутлă апат-çимĕç кĕтет.

19 Ака, 2014

Выля-выля... вĕренеççĕ

Элĕк районĕнчи Тавăтри «Пучах» ача сачĕ уçăлнăранпа 30 çул иртрĕ. Унăн ĕçне 28 çул Маргарита Алексеева йĕркелесе пырать. Шкул çулне çитмен тĕпренчĕксене аталантарма, воспитани пама сахал мар вăй хураççĕ кунта. Педагогсем шăпăрлансен тавра курăмне вăйă урлă анлăлатаççĕ.