Комментари хушас

Элĕк районĕнчи Тавăтри «Пучах» ача сачĕ уçăлнăранпа 30 çул иртрĕ. Унăн ĕçне 28 çул Маргарита Алексеева йĕркелесе пырать. Шкул çулне çитмен тĕпренчĕксене аталантарма, воспитани пама сахал мар вăй хураççĕ кунта. Педагогсем шăпăрлансен тавра курăмне вăйă урлă анлăлатаççĕ. Юлашки çулсенче «Пучах» ача сачĕ сакăр вунă пепке таранах йышăнать.

Шкул çулне çитменнисемшĕн йăлтах кăсăклă. Ку тăрăхри юрăсене вĕренсе уявсенче мĕнешкел чаплă шăрантараççĕ вĕсем. Ачасемпе пĕрле садик ĕçченĕсем те сцена çине тухасси йăлана кĕнĕ.

Воспитательсем садик пÿлĕмĕсене шăпăрлансем ăсталанă япаласемпе илемлетеççĕ. Стена çинче те, вăйă кĕтесĕнче те вырăн тупаççĕ вĕсем. Юмах сăнарĕсем те, пĕчĕк пÿртпе карта та, пĕчĕк кÿлĕ те... çыпăçуллă пулса тухнă. Ал айĕнчи япаласенчен тунăскерсем пĕчĕкскерсемшĕн çав тери хаклă. Çут çанталăк кĕтесĕнче ачасен ÿкерчĕкĕсемпе капăрлатнă календарь - чи сумлă вырăнта. Вăрманта пуçтарнă çулçă-вăрăран мĕн тĕрлĕ тетте ăсталаман-ши тата?

Ачасене вăйă тĕнчинче питĕ хăтлă. «Аптекăра», тĕслĕхрен, çÿхе пенопластран касса кăларнă тĕрлĕ эмел пур. «Супермаркетра» чустаран хатĕрленĕ апат-çимĕç сутмалла, «Парикмахерскинче» çÿç кăтралатмалла выляççĕ аслă ушкăна çÿрекенсем.

Çуркунне тĕпренчĕксем воспитательсемпе пĕрле калча та ÿстереççĕ, вăй илнĕ ÿсен-тăрана картише куçараççĕ. Çу каçипех чечексем çитĕннине, çурăлнине сăнаса савăнаççĕ вĕсем.

Лариса ПЕТРОВА
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.