Лара Михеенко – пĕчĕк партизанка
Харсăр çак хĕр ача ятне паянхи ăру пĕлсех каймасть. Вăл вара – Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче паттăрлăх кăтартнă совет çамрăкĕсенчен пĕри.
Лариса Дорофеевна Михеенко 1929 çулхи çу уйăхĕнче (хăш кунĕ паллă мар) Ленинград облаçĕнчи (халĕ Псков облаçĕ) Лахтăра çуралнă.
1942 çулхи çĕртме уйăхĕнче çуллахи каникула Лара кукамăшĕпе пĕрле Псков облаçĕнчи Печнево ялне куккăшĕ патне хăнана кайнă, вăрçă ахрăмне вĕсем çавăнта кĕтсе илнĕ. Çу вĕçлениччен нимĕçсем çак территорие пĕтĕмпех çавăрса илнĕ.
Ларăн куккăшĕ фашистсене сутăнса вырăнти староста тивĕçне пурнăçланă. Хăйне çак утăмшăн сивлекен ватă амăшне тата пĕртăван хĕрне килтен мунчана хăваласа кăларса янă. Ларисăпа кукамăшĕн йывăр кунсем пуçланнă: кÿреннĕ куккăшĕ вĕсене пачах та пăхман. Çимелли çитменрен кукамăшĕпе мăнукĕн çĕр улми хуппипе тата мăян курăкĕпе апатланма тивнĕ. Юрать-ха кÿршĕсем, хĕр ачан Фросьăпа Раиса юлташĕсен амăшĕсем, май килнĕ таран пулăшнă: сĕтпе çăкăр илсе пынă.
1943 çулхи çуркунне Ларăн юлташĕ Раиса вун улттă тултарать. Часах ăна Пустошкăна çамрăксен ятарлă лагерьне чĕнсе хут ярса параççĕ. Унтан вара аслăрах çамрăксене Германие ĕçлеме яраççĕ иккен. Рая чĕнÿ хутне юлташĕ-сене кăтартать. Çак лару-тăру пирки хĕр ачасем тĕплĕн калаçаççĕ, пурне те çавнашкал шăпа çитессе пĕлсе вырăнти партизан отрядне кайма хатĕрленеççĕ. Фросьăн пиччĕшĕ Петр Кондруненко тахçанах ку отрядра тăрать. Хĕр ачасем хăйсем мĕн шухăш тытнине Фросьăн амăшне каласа парсан лешĕ вĕсене партизансене мĕнле тупмаллине ăнлантарать.
***
Куккăшĕ Родион Печенево старости тивĕçне йышăннăранпа çулталăк ытла иртрĕ. Ун чухне ăна вăрçă вĕçленнĕн туйăннă. «Нимĕçсем яла çавăрса илчĕç. Эппин, вĕсемпе туслашмалла», – шухăшланă вăл. Халĕ вара хăех курать: вăрçă вĕçленмен, вăйланса çеç пырать.
Пĕррехинче Лара нимĕçсем куккăшне партизансен çул-йĕрне шыраса тупма хушни çинчен илтет. Тепĕр кунне фашистсем тăванĕн çуртне пуçтарăнсан вăл вĕсен кавар шухăшне пурнăçа кĕртме чăрмантарас тесе велосипечĕсен шинисене шăтарать. Лешĕсем çак пуçтахла ĕçе кам тунине пĕлеймесĕр тарăхса каяççĕ. Инçех те мар Родион юнпа вараланнă кĕленче ванчăкне асăрхать. Нимĕçсене каласан ăна партизансем тавăрĕç. Çавăнпа кун пирки сăмах хус-катмалла мар. «Хăнасем» кайсанах Родион кил-çуртне пăхса çаврăнать, иккĕленÿ ан юлтăр тесе мунчана та тĕрĕслет. Куккăшне хăратаканĕ Лара пулнă иккен. Хĕр ача шурă татăкпа чĕркенĕ аллине çурăм хыçне пытарать пулин те куккăшĕ çакна асăрхаса ĕлкĕрет, ăна ятлама тытăнать. Анчах пĕчĕкскертен пур пĕрех каçару сăмахĕ кĕтсе илеймест. Лара куçĕсем, пачах тепĕр май, темĕнле чăрсăррăн çуталаççĕ. Аманнă аллине тек пытармасть вăл, тутăр тĕввине куккăшĕ умĕнче шăлпа туртса салтма тытăнать, ăна пушшех тарăхтарасшăн. Лешĕ вара: «Эпĕ сана кун пирки аса илтерĕп-ха!» – тесе пÿр-нипе юна-юна килне çаврăнса утать.
Эрне иртсен ялта Германие яма палăртнă хĕрсен списокне вулаççĕ.
– Мĕншĕн Михеенко хушамат икĕ хутчен тĕл пулать? – пăшăлтатать тахăшĕ.
– Пĕри – Раиса, Анна Федоровна хĕрĕ, тепри – Лариса, Анастасия Ананьевна мăнукĕ, Ленинградран килнĕс-кер.
– Анчах вăл ытла пĕчĕк-çке! Мĕнле чунсăр этем ăна çырса хунă-ши?..
Акă Ларăпа кукамăшĕн пĕрлехи юлашки каç çитрĕ. Хĕр ача юлташĕсемпе вăрттăн план хатĕрленĕ, нимĕçсемшĕн ĕçлесе пурăнас мар тесе партизансем патне тухса тарасшăн. Анчах ун çинчен çывăх çыннине калама юрамасть, унсăрăн ыттисем те сисĕç. Кукамăшĕ ирхине вăранĕ, Лара вара килте çук. Рая та çук. Фрося та çук. Хĕр ачасем виççĕшĕ те çухалнă.
***
Партизан отрядĕнче хĕрсене хавхаланусăр кĕтсе илеççĕ: вăрманти пурнăçа çăмăл тееймĕн-çке, хăнăхманнисем валли мар.
Малтанах Калининти 6-мĕш бригада командирĕ Рындин майор «пĕчĕккисене» илесшĕн пулман. Тепĕр ирхине вĕсене ятарлă ĕç хушса Печеневăна каялла яраççĕ. Отряд ертÿçи хĕрсем тек таврăнма хăюлăх çитереймĕç тет. Анчах йăнăшать иккен, вĕсем çаврăнса çитеççĕ, çăмăл тĕрĕслев витĕр тухнăскерсем партизансен шутне лекеççĕ, Тăван çĕр-шыва сыхлама тата тăшмана тĕп тума сăмах параççĕ.
Хĕрсене малтанласа хушнă ĕçсем йывăр мар, анчах синкерлĕ. Пĕррехинче 1943 çулхи çĕртме уйăхĕнче Ларăпа Райăна Орехово ялне яраççĕ. Сăлтавне те шухăшласа тупаççĕ: инкерен купăста калчи ыйтма каймалла. Çав яла нимĕçсем таврари мĕн пур выльăх-чĕрлĕхе хăваласа кĕртнĕ. Карçинкка йăтнă çара ураллă хĕр ачасене курсан тăшмансен часовойĕ нимĕн те тĕшмĕртме пултарайман-ха.
Ларăпа Раисăн тĕп тĕллевĕ вара – Ореховори хурал салтакĕсен шутне, пемелли вырăнсем ăçта вырнаçнине, часовойсем хăçан улшăнассине пĕлесси. Разведчиксен ĕçĕ ăнăçнă. Темиçе кунтанах Орехово ялне партизансем персе çитнĕ те фашистсем ял-йышран туртса илнĕ выльăх-чĕрлĕхе пĕр çухатусăрах илсе тухнă.
Тепрехинче Ларăна Чернецово ялне разведкăна яраççĕ. Унта та нимĕçсен çар объекчĕ вырнаçнă. Таркăн пек курăнса пике çак ялта пурăнакан Антон Кравцов патне унăн пĕчĕк ывăлне пăхма вырнаçать. Лара ачана юратса пăхать, хуçисемпе ырă та çепĕç. Ачапа уçăлса çÿренĕ чухне вара нимĕç гарнизонĕ пирки чылай информаци пухать.
Унсăр пуçне Ларăпа юлташĕсем лис-товкăсем те сарса çÿренĕ. Çак акцисем ялта ытларах чухне чиркÿ уявĕсенче, храмра халăх йышлăн пуçтарăнсан иртнĕ. Чухăн çын пек тăхăннă разведчик- хĕрсем çынсем патне пырса кĕсйисене асăрхамалла мар листовкăсем чиксе янă. Пĕррехинче нимĕç патрулĕ Ларăна çак ĕçпе аппаланнă вăхăтра тытнă. Ун чухне вăл тарса ĕлкĕрнĕ-ха.
1943 çулхи çурла уйăхĕнчен пуçласа Ларăн отрячĕ «рельс вăрçине» хастар хутшăнать. Партизансем тăтăшах чугун çула, кĕперсене сирпĕ-теççĕ. Хĕр ача çак вăхăт тĕлне хăйне ăста разведчик пек кăтартма ĕлкĕрет, хуть те мĕнле вырăна лексен те çухалса каймасть. Çавăнпа ăна Ахременковăн 21-мĕш бригадине куçараççĕ, унăн тĕп тĕллевĕ – чугун çул çинчи диверси ĕçне тытса пырасси.
Дрисса юхан шыв урлă выртнă чугун çул кĕперне сирпĕтнĕ çĕре Лара та хутшăнать. Ку ĕç Полоцк – Невель лини çинче пулса иртет. Хастар хĕр ача тăрăшнипе кĕпер кăна мар, тăшман эшелонĕ те сывлăша вĕçет. Мина сирпĕтекене ÿкĕте кĕртсе вăл хăй çак ĕçе аванрах пурнăçласса шантарнă. Вăр-варскер, пурнăçĕпе сыв пуллашма пултарасса ăнланнă пулин те, поезд çывхарнине курсан кĕпер патне часовой асăрхамалла мар питĕ çывăх пырать те вут-çулăм çÿретекен шнура тивертсе ярать, хăй вара каялла хăрушсăр вырăна тарса та ĕлкĕрет.
1943 çулхи чÿк уйăхĕн пуçламăшĕнче Лариса икĕ партизанпа пĕрле Игнатово ялне разведкăна каять, вĕсем вырăнти шанчăклă çын патĕнче чарăнаççĕ. Партизансем кил хуçипе калаçнă хушăра Лариса йĕри-тавра сăнать. Кĕтмен çĕртен тăшмансем килсе çитеççĕ, эппин, пирĕннисене такам сутнă. Хĕр ача кун пирки ар çынсене пĕлтерсе ĕлкĕрет, анчах хăй нимĕçсен аллине çакланать. Тан мар çапăçура икĕ партизана та вĕлереççĕ. Ларисăна ыйтса тĕпчеме пÿрте илсе кĕртеççĕ. Хĕрĕн пальто кĕсйинче осколоклă граната пулнă, вăл унпа усă курма шухăшлать. Анчах лешĕ темĕнле сăлтавпа сирпĕнмест. 1943 çулхи чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче Лариса Дорофеевна Михеенкона асаплантара-асаплантара ыйтса тĕпченĕ хыççăн персе пăрахаççĕ.
Вăрçă вĕçленсен Полоцк – Невель лини çинчи кĕпере сирпĕтнĕшĕн Лариса Михеенкона Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин 1-мĕш степень орденне панă. Псковра ун ячĕпе урам та пур. Мускав çумĕнчи Хотьковăри 5-мĕш шкул умĕнче ăна халалласа палăк лартнă.