Лариса ПЕТРОВА

15 Юпа, 2015

Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн - çĕнтерÿ патне

Вăрнар районĕнчи Санарпуç шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекен Настя Волкова спортпа туслă. Уйрăмах вăл ирĕклĕ кĕрешÿре пысăк кăтартусемпе савăнтарать.

1 Юпа, 2015

Пĕчĕккисен тусĕн черетлĕ парни

«Пĕчĕккисен чунĕ çине куллен сиплĕх тумламĕ ÿкейсен этемлĕх обществи нихăçан та пăскăнчăк енне сулăнас çук», - вулатăп Николай Ишентей хăйĕн çĕнĕ кĕнекин хыçалти хуплашкинче çырнине. «Шăнкăрав хыççăнхи уроксем» - çыравçă пĕчĕк вулакансене валли хатĕрленĕ черетлĕ «чун апачĕ».

10 Авăн, 2015

«Андриян Николаев ячĕ Раççей картти çинче» видеокĕпер

Андриян Николаев - космосра скафандрсăр ĕçленĕ пĕрремĕш космонавт, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, Авиацин генерал-майорĕ. Мухтавлă ентешĕмĕр çуралнăранпа кăçал 86 çул çитрĕ. Çавна май республикăра ăна халалласа чылай мероприяти иртрĕ.

27 Çурла, 2015

Çĕнтерÿ - çирĕп тĕллевлисемпе

Муркашри Çамрăк техниксен станцине çÿрени кирлĕ хăнăхусем панине палăртать Алексей Кудряшов. Нумай çĕннине пĕлет вăл кунта, ăмăртусене хутшăнса хисепе те тивĕçет. Тĕслĕхрен, виçĕм çул арçын ача Мус-каври Наукăпа практика конференцине хутшăннă.

27 Çурла, 2015

«Паянхи йывăр социаллă вăхăтра ача-пăчана çутăрах фильмсем кирлĕ»

Андрей ВАСИЛЬЕВ - Чăваш Енри пĕрремĕш цифрăллă кинотеатр фильмĕн /«Нарспи»/ режиссерĕ, Шупашкарта иртнĕ пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль дипломне тата жюрин ятарлă парнине тивĕçекенĕ, кинофестивальсен йĕркелÿçи, кинокритик, "Premium art" киностуди ертÿçи.

Pages