Комментари хушас

27 Çурла, 2015

«Паянхи йывăр социаллă вăхăтра ача-пăчана çутăрах фильмсем кирлĕ»

Андрей ВАСИЛЬЕВ - Чăваш Енри пĕрремĕш цифрăллă кинотеатр фильмĕн /«Нарспи»/ режиссерĕ, Шупашкарта иртнĕ пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль дипломне тата жюрин ятарлă парнине тивĕçекенĕ, кинофестивальсен йĕркелÿçи, кинокритик, "Premium art" киностуди ертÿçи. Раççей кинематографĕн аталанăвĕпе кăсăкланать, паянхи лару-тăрăва ăнланать.

- Кино ÿкерес тесен яланах май пур. Профессионалсем мар, çак ĕçе тин кăна пуçăнакансем ăнăçлă фильм ÿкернĕ тĕслĕх сахал мар пĕлетĕп. Сăмахран, Андрей Петрович Звягинцев тата унăн «Возвращение» фильмĕ тĕнчипе вун-вун наградăна тивĕçнĕ. Анчах вăл та, унăн операторĕ Михаил Кричман та çак ĕçсене ятарласа вĕренмен. Чăваш Енре Звягинцев, Клаус Хаяре, Асгар Фархади тата автор фильмĕпе ĕçлекен ытти режиссер çинчен пĕлекен сахал. Пирĕн кино туйăмĕ çук, кинофестиваль вара пур. Республикăна пĕтĕм тĕнчери А класлă кинофестивале кăларма пултаракан режиссерсем çук, анчах ÿркенмен кирек хăш çын та кино ÿкереет. Сăмах май, ача-пăча фильмĕсем те хатĕрлеççĕ. Ку маншăн питĕ тĕлĕнмелле. Ача-пăча киновĕ вăл - пач уйрăм искусство. Аслă çыннăн ачана тыткăнлакан фильм ÿкермелле, ку питĕ йывăр. Режиссерăн çĕр, пин ачашăн шухăшлама пĕлмелле. Автор киновĕнче вăл хăйĕн шухăшне тĕпе хурать пулсан, ача-пăча киновĕнче кун пек май çук. Халĕ аслисене те лайăх автор фильмĕпе илĕр-тме йывăртарах, ачасене - пушшех те. Паянхи йывăр социаллă вăхăтра вара ача-пăчана çутăрах фильмсем кирлĕ, вĕсем çитĕнекен ăру ăс-тăнĕнче мĕн те пулин хăварччăр, тĕнчене урăхларах курма май паччăр.

Хăй вăхăтĕнче эпĕ Çĕнĕ Шупашкарти 18-мĕш лицейре икĕ хутчен ача-пăча кинофестивалĕ ирттернĕччĕ. Ачасем курнă фильмсене мĕнле хаклани мана пысăк савăнăç кÿчĕ. «Кино çапла пулма пултарать тесе нихăçан та шухăшламан…», «Урăх нимĕнле терминатор та, дровосек та, трансформер та кирлĕ мар…» - тесе çырнăччĕ вĕсем.

Чăвашла ача-пăча киновĕ çинчен вара калаçмăпăр та. Мĕншĕн тесен вăл çук. Эсир чăвашла фильмсем курнă-и? Вĕсене пăхма та май çук вĕт. Çав фильмсене пула пирĕн «режиссерсем» республикăра пурăнакансен кино туйăмне тĕрĕс аталантараймаççĕ. Ку вара питĕ япăх. Чăваш Енре кинематограф çук. Кунта «фильм ÿкерекенсем» хăйсен пултарулăхне кирек мĕнле ят пама пултараççĕ, анчах вăл кино мар. Ку пĕр манăн шухăш çеç.

Ахальтен мар нумаях пулмасть иртнĕ пĕтĕм тĕнчери «Окно в Европу» кинофес-тивальте жюрире ларакансемпе пĕрле вĕсен председателĕ Светлана Проскурина пĕр шухăшлăн пулса пĕр фильм та тĕп парнене тивĕçейменнине пĕлтерчĕç. Вĕсене пĕрин хыççăн теприне пăхсан депрессие кĕрсе ÿкме е ăсран тайăлма та пулать. Ачасен ун пеккине пачах та пăхма юрамасть. Ку питĕ хурлăхлă. Пирĕн Раççейри кино, тĕпрен илсен, çурма пулса çитнĕскер кăна. Халĕ никам та Тарковскипе, Сокуровпа, Бергманпа, Антонионипе танлашаймасть. Никам та. Кашниех хăйĕншĕн чаплă режиссер. Иккĕмĕш сортлă кино тата пĕрре те ачалла мар ача-пăча киновĕсем тăвакан «режиссерсем» хамăр çĕршыв киновне хавшатаççĕ кăна. Пирĕн вара çакăнтан асăрханма ăнтăлмалла.

Хамăр чăваш режиссерĕсен темиçе картинине курма тÿр килчĕ. Вĕсене мĕнле ÿкернине, актерсене епле «тĕплĕн» шыранине, сценарине çырнине куç умне кăларма тăрăшрăм. Текех чăвашла фильм курас кăмăл çук. Ача-пăча валли чăвашла кино ÿкересси çинчен те калаçма иртерех-ха. Хамăр режиссерсене киноидейипе тĕллевĕ çинчен шухăша кайма чĕнсе калаятăп çеç. Хăвăр мĕн тата кам валли ÿкерни çинчен шухăшлăр.

Сăмаха вĕçленĕ май, тĕнче кинематографĕшĕн нумай ĕçленĕ Чарли Чаплин каланине аса илтерес килет: «Пур пĕрех чĕлхесĕр кинона шел. Хĕрарăм çăварне уçсан та сасси илтĕнменни мĕн тери кăмăллăччĕ!»

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.