Пĕчĕккисен тусĕн черетлĕ парни
«Пĕчĕккисен чунĕ çине куллен сиплĕх тумламĕ ÿкейсен этемлĕх обществи нихăçан та пăскăнчăк енне сулăнас çук», - вулатăп Николай Ишентей хăйĕн çĕнĕ кĕнекин хыçалти хуплашкинче çырнине. «Шăнкăрав хыççăнхи уроксем» - çыравçă пĕчĕк вулакансене валли хатĕрленĕ черетлĕ «чун апачĕ». Шăпах çак кĕнекен хăтлавне пуçтарăнтăмăр та И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн акт залне.
Николай Петрович Ишентей - ача-пăчан хисеплĕ тусĕ. «Çулталăк кĕнеки» конкурсра вăл тăватă хутчен çĕнтернĕ. Унăн сăввисене паллă композиторсем юрра та хываççĕ. Кĕнеке хăтлавне пуçтарăннисем çавăн пек юрăсенчен пĕрне, «Пурнăç урапи» ятлине итлесе киленчĕç, ытарлă йĕркесен тарăн шухăшне тăнларĕç. Николай Петровичăн пултарулăхне хаклама хисеплĕ те паллă çынсем сăмах илчĕç.
Вĕренÿ институчĕн доценчĕ Н.Г.Иванова, çак кĕнекене йĕркелекенсенчен пĕри, Николай Ишентей сăввисене вĕренÿ кĕнекисене те чылай кĕртнине палăртрĕ.
- Николай Петрович тĕрлĕ жанрпа çырать. Унăн хайлавĕсенче ытти çыравçăсен çук темăсем аталанаççĕ. Пĕр вăхăт шкулта учитель пулса ĕçленĕ май вăл çав темăсене аван ăнланать, - терĕ Надежда Григорьевна.
И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ О.В.Скворцова «Шăнкăрав хыççăнхи уроксем» кĕнекене халалланă презентаципе паллаштарчĕ. «Чăн-чăн литература - этем пархатарне хÿтĕлекен хатĕр», - вулатпăр Н.Ишентей сăмахĕсене.
- Çак сăмахсем Ишентей пултарулăхне туйса, ăнланса илме май параççĕ, - терĕ Ольга Владимировна.
Презентацире çĕнĕ кĕнеке çинчен каланисĕр пуçне Николай Петрович пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе те паллаштарнă. Ку кĕнекене 1 повесть тата 17 калав кĕнĕ. Ишентей хайлавĕсен тематики, проблематики анлă. Кашни хайлаврах тĕрлĕ задача пурнăçланать. Халăхăн йăли-йĕркисем те тĕпре. Ача-пăча сăвăçин хайлавĕсенче фольклор туйăмĕ пысăк пулнине палăртрĕ Ольга Владимировна. Нумай ăслă йĕркесем илсе кăтартма пулать. Витлешÿ такмакĕсен тĕслĕхĕсем те пур. Çакă сăвăçăн хайлавĕсене татах та пуянлатать. «Ывăл-хĕр тăван халăхне пархатар кÿрсен ку халăх вилĕмсĕр» йышши йĕркесем ĕмĕрсем хушши çынсен асĕнчех пурăнĕç.
Кăçал К.В.Иванов çулталăкĕ пулнă май И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ Виталий Григорьевич Родионов Ишентей пултарулăхне Иванов куçĕпе хаклама кăмăл турĕ.
- Поэт малтан куçарать, кайран оригиналлă япаласем çырать, философиллĕ япаласемпе ĕçленĕ хыççăн ача-пăча литератури çине куçать. Ачана вĕрентнинчен хаклăрах япала ним те çук. Ишентее те учитель ĕçне пĕлни ача психологине ăнланма пулăшать. Çеçпĕл пек те, Иванов пек те, Ишентей пек те никам та çыраймасть, - терĕ вăл.
Галина Алексеевна Ермакова профессор Ишентее пĕрре курсах унра темĕнле тарăнлăх пуррине туйса илнĕ. Ахаль çын пек кăна вăл, анчах чăваш халăхĕн тарăнлăхне вулакан патне çитереет иккен. Николай Петровичăн хăватлă сăмахне таджиксем те куçарусăрах ăнланнине пĕлтерчĕ Галина Алексеевна. Ют çĕршыв студенчĕсене вĕрентнĕ май Ишентей кĕнекисенче те вĕсене мĕн вуласа памаллине тупать вăл.
Ирина Владимировна Софронова доцент поэтăн хуть те хăш хайлавĕнче те приключениллĕ сюжет аталаннине палăртрĕ.
А.И.Мефодьев доцент та Ишентей питĕ тухăçлă ĕçленине ырларĕ. Унăн кĕнекисенчи геройсенче - чăваш ачисенче - халăхăмăрăн пултаруллă енĕсем пурте пуррине асăрханă вăл.
- Ачасен калаçăвĕ урлă сăнара уçса пама чылай çăмăлрах, - терĕ Ишентей хăйĕн пултарулăхĕн вăрттăнлăхне кăштах уçнă май.
Çапла, тĕрĕсех каларĕç хисеплĕ хăнасем - ачасене валли çырас пулсан вĕсем пек туймалла та, шухăшламалла та, тĕнчене те ачалла курмалла. Пĕчĕккисемпе ĕçлесе курман çын çакна ăçтан ăнлантăр? Николай Петровича ахальтен мар ачасен тусĕ теççĕ пуль çав.
Кĕнеке хăтлавне пуçтарăн-нисем унăн авторне ырми-канми ĕçĕ-хĕлĕшĕн тав турĕç, малашне те ăнăçу сунчĕç. «Шăнкăрав хыççăнхи уроксем» кĕнеке вулакана хăйĕн асамлă тĕнчине çавăрса кĕресси иккĕленÿсĕр.
Лариса ПЕТРОВА.
Комментари хушас