Лариса ПЕТРОВА.

2 Утă, 2020

Сасăлав ĕçĕпе кăмăллă

Çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен Раççей Федерацийĕн Конституцине тÿрлетÿсем кĕртессине ырлассипе сасăлав иртрĕ. Ун валли 7 кун уйăрни эпидеми лару-тăрăвĕ тĕлĕшĕнчен питĕ тĕрĕс пулчĕ. Сасăлавçăсем палăртнă тăрăх, çак тапхăрта кирек хăш кун пырса сасăлама май пурри черетсем пуçтарăнасран, кĕпĕрленсе тăрасран хăтарчĕ. Лару-тăру та пĕтĕмĕшле лăпкă иртрĕ.

1 Юпа, 2019

«Хыпар» Издательство çурчĕ хаçат-журнал ветеранĕсене саламларĕ

Паян, юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче, пĕтĕм тĕнче Ватăсен кунне паллă тăвать. Çак кун çулленех «Хыпар» Издательство çурчĕ те хăйĕн ветеранĕсем валли уяв йĕркелет.  Нумай-нумай çул хаçат-журналта тăрăшнăскерсем акт залне пуçтарăнсан «Хыпар» ИÇ директорĕ Татьяна Вашуркина вĕсене ăшшăн саламларĕ, ырă сăмахсемпе кăмăла çĕклерĕ.

22 Пуш, 2019

ГТО паллишĕн — хушма балсем

Чăваш Енри шкул ачисем аслă шкула вĕренме кĕнĕ чухне хушма балл илме пултарĕç. Ку тĕлĕшрен вĕсене ГТО палли пулăшĕ. Çакна Чăваш Енри физкультурăпа спорт министерствин пресс-служби пĕлтернĕ.

Апла пулсан шкул ачисен пуш уйăхĕн 31-мĕшĕччен ГТО нормине пурнăçлама ĕлкĕрмелле. Анчах çакна та шута илмелле: хăш-пĕр аслă шкул ГТОн ылтăн паллине çеç пăхать.

Pages