Комментари хушас

9 Авăн, 2020

Патшалăх премийĕсемпе чысларĕç

Паян Правительство çуртĕнче 2019 çулшăн Чăваш Республикин Патшалăх премийĕсене тивĕçнĕ лауреатсене чысларĕç.

Çакнашкал чыслав 26 çул каяллах пуçланнă ĕнтĕ. Кун пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев та палăртрĕ. Кăçал вара преми илекенсен ĕçĕсене Чăваш автономийĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнипе çыхăнтарма пулнине асăрхарĕ Олег Алексеевич.

Нумаях пулмасть Раççей наукăсен академийĕпе килĕшĕве алă пусрăмăр. Ăслăлăх тĕпчевĕсене вăйлатма пĕрле ĕçлеме калаçса татăлтăмăр, — пĕлтерчĕ вăл сăмах май.

Çав вăхăтрах Олег Алексеевич премие тивĕçнисен ĕçĕсемпе кăмăлтан паллашнине те каларĕ. Владимир Клементьев чăваш халăхĕн историне лайăх тĕпченине, çакна икĕ кĕнекере çырса кăтартнине палăртрĕ. Владимир Николаевич, Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн наука ĕçченĕ, истори наукисен кандидачĕ тата доцент, «История национальной государственности чувашского народа» кăларăмшăн Патшалăх премине тивĕçрĕ.

Литературăпа искусство енĕпе Константин Долгашева «Пою тебе, мой край родной» ĕçсен ярăмĕшĕн чысларĕç. Константин Александрович — И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ ӳнер тата музыка пĕлĕвĕн факультечĕн ӳкерӳ искусствипе вĕрентӳ методикин профессорĕ, Раççей художникĕсен пĕрлешĕвĕн членĕ, педагогика наукисен кандидачĕ.

Ку премие ушкăнпа тивĕçнисем те пур. И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн энергетикăпа электротехника факультечĕн электричество тата электрон аппаратсен кафедрин ăслăлăх ĕçченĕсен автор коллективĕ «Разработка вакуумного контактора с магнитной памятью с управлением от поляризированной магнитной системы на основе высококоэрцитивных постоянных магнитов» ĕçсен ярăмне хатĕрленĕ.

Чăван Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев палăртнă тăрăх, чăваш науки паян та çӳллĕ шайра. Эппин, çакнашкал сумлă преми хавхалантарнипе пирĕн ăслăлăх тата вăйлăрах аталанасса шанас килет.

www.hypar.ru 
 

Рубрика: