Лариса АРСЕНТЬЕВА

27 Юпа, 2016

Ир тăракан тутă пулнă

Вăрнар районĕнчи «Мураты» хуçалăх техника кĕрлевĕпе кĕтсе илчĕ. Уй-хиртен турттарса килнĕ купăстана хранилищĕне пушатаççĕ. Производство кооперативĕн ертÿçисем - пĕртăван Геннадипе Юрий Спиридоновсем те кунтах иккен. Ĕç çыннисемпе çанă тавăрсах вăй хураççĕ.

25 Çурла, 2016

Африка мурĕ алхасать

Çак усал чир Чăваш Ене те çитрĕ. Ăна Пăрачкав районĕнчи Напольное салинче асăрханă. Халĕ унта карантин, хăрушă чир-чĕре хирĕç кĕрешессипе оперативлă штаб йĕркеленĕ.

Африка мурĕпе килти тата хир сыснисем чирлеççĕ. Ытти выльăх-чĕрлĕхе, çынна вирус сиен кÿреймест. Вăл чирлĕ, чирлесе ирттернĕ, вирус çаклатнă сысна урлă сарăлать. Чирлĕ выльăх каяшĕпе, сурчăкпа вирус самай тухать. Çавăн пекех апат, шыв, тислĕк, ай сарăм, транспорт, савăт, ăна пăхакан çын та вирус сарма пулăшать.

23 Çĕртме, 2016

Ака-суха вĕçленсен юрла та савăн

Çурхи ака-суха вĕçленнĕ май çĕр ĕçченĕсем Акатуя пуçтарăнаççĕ. Муркаш тăрăхĕнче пурăнакансем ăна Лантăш вăрманĕнчи аслă уçланкăра паллă турĕç. Уява мĕнле çитĕнÿсемпе кĕтсе илчĕç вĕсем? Уй-хир ĕçĕсемпе район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - АПК аталанăвĕ, экономика тата муниципалитет харпăрлăх управленийĕн пуçлăхĕ Владислав Ананьев паллаштарать.

3 Пуш, 2016

Хамăра шанса талпăнар малалла

Вăрнар районĕнчи «Мураты» хуçалăха вунă çул каяллах пĕртăван Геннадийпе Юрий Спиридоновсем йĕркелесе янă. Усă курмасăр выртнă çĕрсене тепĕр хут акса-лартса хăварма тытăннă. Майĕпен лаптăка ÿстерсех пынă. Халĕ предприятин усă куракан çĕрĕ 1453 гектар. Ялсенче пурăнакансем фермăра, уй-хирте вăй хураççĕ.

Pages