Укçапа кăна илĕртеймĕн

28 Утă, 2016

Вăрнар районĕнче агропромышленноç комплексне çĕнĕлле ертсе пырассипе семинар-канашлу иртрĕ. Унта ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ — экономика политики, агропромышленноç комплексĕ тата экологи комитет председателĕ Олег Мешков, АПК ветеранĕсем, Канаш, Комсомольски, Елчĕк районĕсенчен яваплă çынсем хутшăнчĕç. Семинара пуçтарăннисем Вăрнарти аш-какай комбиначĕн выльăх-чĕрлĕх комплексĕсемпе паллашрĕç.

Агрохолдинг чĕртавар туса илет, вырăнтах тирпейлесе сутать. Выльăх йышĕ ÿснипе 2012 çулта Малтикасра 1 пин ĕне вырнаçмалăх пĕрремĕш комплекс тунă.

Унтанпа кунта чăн-чăн хула çĕкленсе ларнă тейĕн. Кăçал çĕртме уйăхĕнче 1 пин ĕне вырнаçмалăх тепĕр вите хута кайнă.

Витере çутă, типĕ, таса. Ĕнесене кăкармасăр тăратаççĕ. Выртса тăма ăшă, резина кавирсем сарса панă. Çу кунĕсенче чÿречесем çăвĕпех уçă. Шăварассине, апат парассине, тислĕк кăларассине механизациленĕ. Юнашарах — сĕт сумалли зал, холодильник, ĕçченсем валли канмалли, çăвăнмалли пÿлĕмсем. Территоринче — газон, чечексем. Хальхи вăхăтра кунта 2643 пуç мăйракаллă шултра выльăх. Çав шутра сăвăнаканнисем — 1300 пуç. Ĕçе çĕнĕ технологипе йĕркеленĕ май сăвăм та палăрмаллах ÿснĕ. Чĕртаварăн хăйхаклăхĕ вара чакнă. Çавна май тупăш та ытларах кĕме тытăннă.

Вăрнарти аш-какай комбиначĕн сысна комплексĕ те виççĕ. "Сысна какайĕ çителĕклех. Ĕне выльăхăн вара сахалрах. Çавăнпа кĕтĕве татах ÿстересшĕн, — терĕ комбинатăн тĕп директорĕ Николай Аливанкин. — Сĕт тухăçлă. Иртнĕ çул 1 литр сĕт хакĕ 11,4 тенкĕпе танлашнă. Ăна 20 тенкĕрен кая мар сутнине шута илсен хăйхаклăхĕ 47 процент ытларах пулнă.

Агрохолдинг 7812 гектар çĕре сухаласа акать. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 5668 гектар йышăннă. Выльăх апачĕн культурисем — 2144 гектар. Кунта республикăра малтанхи хут куккурус вăррине çапса илме пуçланă. Халĕ çак культура 1480 гектар ытла. Ăна силослăх, вăрлăх валли çитĕнтереççĕ. Уй-хирте вăл çынран та çÿллĕрех. Пысăк тухăç тухасси тÿрех паллă.

Хăнасем тырă типĕтмелли комплекса та çитсе курчĕç. Хăватлă оборудовани талăкра 50 тонна чĕртавар типĕтсе кăларать.

Вăрнарсем те вырмана тухнă ĕнтĕ. Малтанлăха палăртнă тăрăх — кĕрхисен гектарти тухăçĕ 40 центнер ытла. Çак кун ир-ирех çумăр çунипе "хир карапĕсем" вăхăтлăха техника паркне таврăннăччĕ.

— Ялта çамрăксене ĕçлеме йĕркеллĕ условисем туса парсан вĕсем аякка каймаççĕ, — терĕ Юрий Попов. — Акă "Земство тухтăрĕ" программăпа яла ĕçлеме каякан врачсене 1 млн тенкĕ параççĕ. Пире вара ытти специалист та — механизатор, агроном, учитель, инженер… — кирлĕ. Тухтăр 5 çул ĕçленĕ хыççăн çемье çавăрмасан ялтан каять. Ытти специалистпа паллашсан çемье, çурт-йĕр çавăрать. Маларах диплом илсен направленипе ĕçлеме янă. Вĕсенчен вара çуррине яхăн ялтах юлнă. Çак ырă йăлана тавăрмаллах.

Паянхи пурнăç ыйтăвне тивĕçтерекен комплекс хăнасене те тĕлĕнтерчĕ. Чăн та, республикăра кун пеккисем сайра-ха.

— Пирĕн енчи "Прогресс" хуçалăх комплексне те тиркеймĕн, анчах унта 500 ĕне кăна. "Урожай" хуçалăх та малта пырать. Çапах Вăрнарсене çитеймеççĕ, — терĕ Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Блинов.

Семинар-канашлу Вăрнарти хутăш препаратсем хатĕрлесе кăларакан заводăн "Август" фирминче малалла тăсăлчĕ. Канашлура ял хуçалăхĕнчи çивĕч ыйтусене сÿтсе яврĕç. Республикăра аграри секторĕ аталанса пынине палăртрĕç. Отрасльти çитĕнÿ патшалăх пулăшăвĕнчен кăна мар, ертÿçĕсенчен, çĕр ĕçченĕсенчен килнине каларĕç.

Лариса АРСЕНТЬЕВА.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.