Ир тăракан тутă пулнă

27 Юпа, 2016

Вăрнар районĕнчи «Мураты» хуçалăх техника кĕрлевĕпе кĕтсе илчĕ. Уй-хиртен турттарса килнĕ купăстана хранилищĕне пушатаççĕ. Производство кооперативĕн ертÿçисем - пĕртăван Геннадипе Юрий Спиридоновсем те кунтах иккен. Ĕç çыннисемпе çанă тавăрсах вăй хураççĕ.

- Хуçалăхра хăçантанпа купăста çитĕнтерме пуçланă? - ыйтатăп вĕсенчен. - Эсир тыр-пул, выльăх апачĕ кăна туса илекенччĕ.

- Нумай мар, 5 гектар кăна лартрăмăр. Çĕрулми туянма килекенсем ытти пахчаçимĕç ыйтаççĕ. Малашне кишĕр те çитĕнтересшĕн-ха. Купăста хăйхаклăхĕ пысăк мар. Хальлĕхе упрама хурăпăр. Ăçта, мĕнле сутасси пирки кайран, уй-хир пушансан шутлăпăр. Туянакан тупăнĕ, - ăнлантарчĕ Геннадий Петрович.

Иртнĕ çул «иккĕмĕш çăкăр» шар кăтартнине пăхмасăр ăна кăçал 120 гектар лартнă. Çанталăк çумăра кайиччен йăлтах кăларса пуçтарнă. Хирте виçĕ комбайн тăрăшни, уяр кунсем тăни ĕçе палăрмаллах хăвăртлатнă.

- Лаптăкĕ пур, тухăçĕ мĕнлерех-ши?

- Тухăçа хурлаймăн, гектар пуçне 210 центнер тухрĕ. Тырă та ăнса пулчĕ. Вăл 863 гектар йышăннăччĕ. Вырмана уяр çанталăкра вĕçленипе тырă типĕ кĕчĕ, тăкак чакрĕ. Тухăç гектартан вăтамран 32 центнер тухрĕ. Икĕ «Агрос», пĕр «Дон» комбайнсемпе Борис Федоров, Александр Федоров, Геннадий Алексеев вырса тĕшĕленĕ культурăна Сергей Митрофанов, Олег Петров, Леонид Спиридонов водительсем турттарса тăчĕç. Кĕрхисене пĕтерсенех çурхисем çине куçрăмăр. Кăçал ĕç кал-кал пычĕ темелле. Пÿлмене 2700 тонна тырă кĕнĕ.

- Паха чĕртавар хакĕ те пысăк-тăр?

- Хальлĕхе сутман-ха. Уйран кĕнине йăлтах упрама хунă. Хак хăпарасса кĕтетпĕр. Халĕ 3-мĕш класлă тулла 9,5 тенкĕпе /1 килограмне/ илеççĕ. Иртнĕ çул вара 10 тенкĕрен кая мар пулнăччĕ.

- Кăçал республикăра «сарă ылтăн» ăнса пулнă. Кая юлсан каю шăтать тенĕн тырă йÿнелсе каясран хăрамастăр-и?

- Тырри пур, анчах 3 тата 4-мĕш класлисем сахалрах. Пирĕн ытларах 3-мĕш класпа каять. Эпир «Чăвашçăкăрпродуктне» управа 1800 тонна тулă хунă. Ăна кайран предприятиех сутатпăр. Тулла хуçалăхра ĕçлекенсене памалăх çеç хăварнă.

Çĕр пулăхне лайăхлатма 220 гектар горчица акрăмăр. 140 гектартан унăн вăррине 180 тонна çапса илнĕ. Ытти лаптăкрине сидераци вырăнне сухаласа тăпрана хывнă. Горчица та лайăх сутăнчĕ, килограмĕ 25 тенке çитрĕ. Унăн хăйхаклăхне шута илсен самай тупăш кÿчĕ темелле. Çапах лаптăка тек ÿстересшĕн мар. Хуçалăхăн усă куракан çĕр 1453 гектар. Ытти культура валли те вырăн çитмелле.

- Çĕрулмипе эсир иртнĕ çул шар курнине асăнтăр. Кăçал лару-тăрăва улăштарма май килчĕ-и?

- Пĕлтĕр 2,5 пин тонна паха çĕрулмине 2-3 тенкĕпе ?1 килограмне% крахмал заводне ăсатрăмăр. Ун чухне кĕркунне те, çуркунне те йĕркеллĕ сутăнмарĕ, тăкакланни кăна пулчĕ. Кăçал маларах кăларса тÿрех сутма тытăнтăмăр. Ытти хуçалăх кăларса пĕтернĕ тĕле эпир ăна вырнаçтарса ĕлкĕртĕмĕр. Пурĕ 1,5 пин тонна ытла, килограмĕ 8-10 тенкĕпе кайрĕ. Шултрине - Чăваш Республикин Апат-çимĕç фондне, вĕттине крахмал заводне ăсатрăмăр. Çуркунне валли хранилищĕне 400 тонна упрама хунă.

- Уй-хирте купăста кăна юлнă темелле, анчах сирĕн техника паркĕ пушă ларать.

- Виçĕ комбайн та Куславкка районĕнчи «Куснар» хуçалăха çĕрулми кăларма пулăшать. Çывăх кунсенче ĕçе вĕçлĕç.

- Пысăк хуçалăх пысăк çурт пекех, вĕçĕмех юсаса, пăхса тăмалла...

- Çапла, юсамалли-тÿрлетмелли тупăнсах тăрать. Кăçал акă сенаж валли траншейăсем турăмăр. Техника та ванать, ăна та çĕнетмелле.

- Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ мĕнле сывлать-ши?

- Хальхи вăхăтра мăйракаллă шултра выльăх 350 пуç, çав шутра 100-шĕ сăвăнаканни. Кашни ĕнен кăтартăвĕ çулталăк вĕçленнĕ тĕле 6 пин килограмран иртмелле. Выльăх та тупăш парать. Паян 1 литр сĕте 25 тенкĕпе илеççĕ. Чĕртаварти çу, белок хисепне илсен 27 тенке те çитет. Сĕт хăйхаклăхĕ вара 13 тенкĕпе /1 литрĕ/ танлашать. Çавăнпа йĕркеллĕ ĕçлесе пырсан ÿсентăранпа выльăх-чĕрлĕх отраслĕсем тупăшлă.

- Апла сирĕн хуçалăхшăн кăçал ăнăçлă та тухăçлă çулталăк.

- Çапла калама сăлтавĕ пур: уй-хирте çитĕнтернине вăхăтра, тăкаксăр пуçтарса кĕртрĕмĕр, тупăшлă вырнаçтартăмăр. Кĕрхи культурăсене 160 гектар ытла акнă, çĕрсене йăлтах сухаланă. Ĕç çыннисен шалăвне те ÿстертĕмĕр, уйăхри вăтам шалу - 14 пин тенкĕ ытларах. Мĕн палăртнине йăлтах пурнăçланăран чун та савăнать.

- Ĕç çыннисене мĕнле хавхалантаратăр?

- Çулталăк вĕçленнĕ чухне кăтартусене палăртса уяв йĕркелетпĕр. Кăçал хуçалăх экономика кăтартăвĕсемпе районта малтисен ретĕнче. Пирĕн ĕçченсем маттур, кашнинех тав тăвас килет.

Лариса Арсентьева.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.