Комментари хушас

25 Çурла, 2016

Африка мурĕ алхасать

Çак усал чир Чăваш Ене те çитрĕ. Ăна Пăрачкав районĕнчи Напольное салинче асăрханă. Халĕ унта карантин, хăрушă чир-чĕре хирĕç кĕрешессипе оперативлă штаб йĕркеленĕ.

Африка мурĕпе килти тата хир сыснисем чирлеççĕ. Ытти выльăх-чĕрлĕхе, çынна вирус сиен кÿреймест. Вăл чирлĕ, чирлесе ирттернĕ, вирус çаклатнă сысна урлă сарăлать. Чирлĕ выльăх каяшĕпе, сурчăкпа вирус самай тухать. Çавăн пекех апат, шыв, тислĕк, ай сарăм, транспорт, савăт, ăна пăхакан çын та вирус сарма пулăшать.

Усал мур выльăх хуçисене, сысна комплексĕсене самай тăкак кÿрет. Предприятие вара – çука, çынсене ĕçсĕр хăварма пултарать. Хăрушлăхпа пĕрремĕш зонăна кĕрекен комплексра карантинран тухнă хыççăн çулталăкран кăна сысна ĕрчетме юрать. Патшалăхшăн та пысăк çухату. Карантина пула рынокра сысна ашĕ çителĕксĕрри сисĕнет.

Чир çиçĕмле хăвăртлăхпа - 1 эрнерен - выльăха ураран ÿкерет. Çавна май сысна йышлă вилет. Çитменнине чир паллисем тÿрех çиеле тухмаççĕ. Инфекцие хирĕç кĕрешме вакцина та шутласа кăларайман. Вирус пысăк температурăра кăна ?100 градус ытла% пĕтет.

Хăрушлăх енĕпе иккĕмĕш зонăри ?республикăн пысăк пайĕ - Çурçĕр тăрăхĕнчи 5 районсăр пуçне - шăпах çакăнта шутланать% сысна ашне, унран хатĕрленĕ апат-çимĕçе ?сысна ĕрчетекен, хупă режимпа ĕçлекен, пысăк хÿтлĕхлĕ организацисемсĕр пуçне% туянма, сысна илсе килме е илсе тухма, ăна ирĕкре çÿретме юрамасть.

Хăрушлăх енĕпе пĕрремĕш зонăри мĕнпур выльăха, çав шутра кайăк-кĕшĕке те, вĕсенчен хатĕрленĕ апат-çимĕçе сутма юрамасть. Сыснана, çав шутра унран хатĕрленĕ апат-çимĕçе хуçалăхран, ялтан илсе тухма, витерен кăларма, çынсене выльăха хăйсен ирĕкĕпе пусма чарнă. Çак зона чикки - 15 çухрăм тата Пăрачкав районĕ кĕрет. Иккĕмĕшĕн - 100 км. 17 районпа Улатăр, Канаш, Çĕмĕрле, Етĕрне хула округĕсене кĕртнĕ.

Уйрăмах хăрушă вырăнти, Пăрачкав районĕнчи, 4,1 пин сыснана тĕп тумалла. Районта ятарлă 12 комисси, ЧР ял хуçалăх министерствин, право органĕн, МЧСăн, муниципалитет пĕрлĕхĕн специалисчĕсем ĕçлеççĕ. Ĕнерхи кун тĕлне хушма хуçалăхсенчи 2,5 пин сыснана тĕп тунă. Тăкака республика бюджетĕнчен саплаштараççĕ. Çак тĕллевпе Чăваш Ен Правительствин фондĕнчен 3 млн тенкĕ уйăрмалла. Малтанлăха палăртнă тăрăх - 18 млн тенкĕ ытла кирлĕ. Кунти сыснасене, унăн продукцине ятарлă вырăнта çурла уйăхĕн 26-мĕшĕччен йăлтах çунтармалла. Тăкакшăн хуçисене саплаштарма палăртнă ?1 кг чĕрĕ виçешĕн 102 тенкĕ, аш-какай - 146 тенкĕ%. Ку рынокри хакран уйрăлса тăмасть темелле. Çапах хăшĕ-пĕри карантина пăхмасăр аш-какая вăрттăн илсе тухма хăтланни те палăрнă. Çул çинче полици посчĕ 641 кг выльăх ашне тытса чарнă. ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов каланă тăрăх - ун пеккисене компенсаци памаççĕ, ашне туртса илсе тĕп тума ăсатаççĕ. Хăрушă чир вырăнти карантин йĕркине пăсакан граждансене 1 - 1,5 пин тенкĕлĕх штрафлаççĕ. Выльăха турттармалли, пусса тирпейлемелли, упрамалли е сутмалли йĕркене пăхăнман çынсене 3-5 пин тенкĕлĕх штраф параççĕ.

ПĔлме. Çурла уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне çĕршыври 15 регионра Африка мурĕн вирусне тупнă: Мускав, Саратов, Рязань, Орлов, Чулхула, Волгоград облаçĕсемпе ытти регионра.

Пирĕн тăрăхра чире мĕнле майпа палăртнă-ха? Пăрачкав районĕнчи Напольное салари пĕр хуçалăхра 4 уйăхри сысна çури сасартăк вилнĕ. Çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче тунă экспертиза вăл Африка мурĕпе чирленине палăртнă.

Лариса АРСЕНТЬЕВА.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.