Ака-суха вĕçленсен юрла та савăн

Çурхи ака-суха вĕçленнĕ май çĕр ĕçченĕсем Акатуя пуçтарăнаççĕ. Муркаш тăрăхĕнче пурăнакансем ăна Лантăш вăрманĕнчи аслă уçланкăра паллă турĕç. Уява мĕнле çитĕнÿсемпе кĕтсе илчĕç вĕсем? Уй-хир ĕçĕсемпе район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - АПК аталанăвĕ, экономика тата муниципалитет харпăрлăх управленийĕн пуçлăхĕ Владислав Ананьев паллаштарать.

- Çурхи ака-суха ĕçĕсем кăçал кĕске вăхăтра иртрĕç. Район пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акас плана тултарчĕ. Организацисемпе фермер хуçалăхĕсенче акнă лаптăксем 25,4 пин гектар йышăннă. Çав шутра кĕрхисем – 5,2 пин.

- Ака-суха ирттерме çăмăллатнă кредит уйăрнине пăхмасăр хуçалăхсем унпа сахалрах усă курни сисĕнет. Ку мĕнпе çыхăннă?

- Районта çураки ирттерме 100 млн тенке яхăн кирлĕ пулнă. Çав шутран 10 млн тенкине кăна кредит илнĕ, ыттине йăлтах хăйсен шутĕнчен саплаштарнă. Çапах хуçалăхсем минерал удобренине уй-хире çителĕксĕр кăларнă теме çук. Кашни гектар пуçне вăтамран 80 кг хывнă. Тырă, çĕрулми, пахчаçимĕç уйĕнче унпа ытларах усă куратпăр. Кредит илменни хуçалăхсен тыткалама, тăкаксене саплаштарма укçа çитсе пынине те пĕлтерет. Тепĕр сăлтав - кредит илесси, документсем хатĕрлесси йывăрланчĕ. Çавна май документсем те нумай пуçтармалла.

Хуçалăхсем салука хывма куçман пурлăхне саккунпа килĕшÿллĕн йĕркелесе çитерменни те чăрмантарать. Фермăсене, сооруженисене, производство объекчĕсене регпалата витĕр кăларса официаллă документсене туманнипе банка салука тăратаймаççĕ.

- Хаклă техника, оборудовани кредитсăр илме йывăртарах. Хуçалăхсен мĕн те пулин туянма май килчĕ-и кăçал?

- Çураки тума илнисемех çук. Укçа çителĕксĕррипе, хаксем хăпарса кайнипе усă курнисене ытларах туянаççĕ. Евтихий Андреев ячĕллĕ хуçалăх кăна çĕнĕ комбайн илме вăй çитерчĕ. Пĕчĕкрех техникăна - сеялка, культиватор тата ытти те - хăйсен шучĕпех илеççĕ.

- Апла уй-хире паха вăрлăх та тухаймарĕ пулĕ?

-Мĕн акатăн çавă шăтать тенĕ. Вăрлăх шучĕпе перекетлеймĕн. Кăçал акнă мĕнпур вăрлăх кондицие ларнă. Çав шутра 30 проценчĕ элита шутланнă. Хуçалăхсем 326,8 тонна элита вăрлăх туяннă: "Путь Ильича", "Свобода" тата ыттисем те. Çав вăхăтрах лаптăксен 9 процентне сортсăррине акнă.

Ял хуçалăх таварĕ туса илекенсем 9855 гектар çурхи культурăсем акса хăварнă. Ку иртнĕ çулхипе танлаштарсан 108,3 процент. "Ударник", "Свобода", "Бездна" хуçалăхсен акнă лаптăксем самай пысăк.

- Кăçалхи хака кура "иккĕмĕш çăкăр" лаптăкĕ чакмарĕ-и?

- Çĕрулми 600 гектара яхăн йышăнчĕ. Ку та пĕлтĕрхинчен 30,5 процент ытларах. "Ударник" /320 гектар/, "КМК-Агро" хуçалăхсен /50/, А. Пихтеров фермерăн /60/ лаптăксем пысăкрах. Тĕрĕссипе каласан, сутайман паха вăрлăха çырмана кăларса ывăтасран каллех çĕр ăшне чиксе хăварчĕç темелле. Кăçал мĕнле пулĕ – калама йывăр.

Пахчаçимĕç – 100 гектар. Пĕл-тĕрхинчен 66 процент ытларах. "КМК-Агро" /40 гектар/, А. Толстов фермерăн /15/ чи пысăк лаптăксем.

- Кĕрхисем епле хĕл каçрĕç?

- 1200 гектар пулнă. Кăçалхи пек лайăх çитĕннине астумастăп. Çакă çанталăкпа тата вăрлăха им-çамласа акнипе çыхăннă. Халĕ пирĕн тĕллев - акни-лартнине агротехника ыйтнă пек пăхса тăмалла: апатлантармалла, кăпкалатмалла тата ытти те.

- Усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе лару-тăру мĕнлерех?

- Районта 7 пин гектар çĕр усă курмасăр выртать. Ильинка ял тăрăхĕнче кăна 700 ытла. Кăçал 1,5 пин гектарне пусă çаврăнăшне кĕртесшĕн. Хуçасăр пай çĕрĕсене регистрацилессипе Уйкас, Мăн Сĕнтĕр, Хорнуй, Шетмĕпуç, Чуманкасси ял тăрăхĕсем лайăх ĕçленине палăртмалла. Çав хушăрах Ильинка ял тăрăхĕнче ĕçе вăраха янă.

- Утçи мĕнле пырать-ши?

- Халĕ хуçалăхсем ÿсен-тăрана, пахчаçимĕçе кăпкалатаççĕ, им-çамлаççĕ. Утçи те хĕрсех пырать. "Свобода", Суворов ячĕллĕ хуçалăхсем чи малтан курăк çулма тытăнчĕç. Кăçал районта утă - 4,9 пин, сенаж - 11,7 пин, силос 23,3 пин тонна хатĕрлемелле. Хальхи вăхăтра нумай çул ÿсекен курăксене 1073 гектар çинчен çулнă. Утă - 475, сенаж 1640 тонна янтăланă.

Лариса АРСЕНТЬЕВА.

 

Лариса АРСЕНТЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.