И.СЕРГЕЕВА

15 Утă, 2014

Республика Пуçлăхĕ - Эрĕнпур çĕрĕнче

Утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Эрĕнпурти «Наци ялĕ» культура комплексĕнче вырнаçнă чăваш килĕнче пулса курнă. Çак комплекс - уçă тÿпе айĕнчи хăйне евĕр музей, Эрĕнпур çĕрĕнче тĕпленнĕ халăхсен туслăхне, юратăвне, пĕрлĕхне çирĕплетекен паллă.

28 Çу, 2014

Хор юрларĕ

Раççей çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче Славян çырулăхĕн тата культурин кунне - çутлăх, тăван сăмах, кĕнеке, литература, культура уявне - паллă турĕ. Çак кун Пĕтĕм Раççейри акципе килĕшÿллĕн Шупашкар кÿлмекĕнче Анне палăкĕ умĕнче республикăн тĕп хулин пĕрлештернĕ хорĕ юрларĕ.

19 Çу, 2014

"Хатĕр пул!"

Çак юрă сăмахĕсене Совет Союзĕнче кашни ача пĕлнĕ. Ахăртнех, вĕсен хушшинче "пионер" ята илтме ĕмĕтленменни пулман та. Пионер - чи шанчăклă юлташ, аслисене хисеплет, кĕçĕннисене кÿрентермест, кирек епле ĕçе те тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать.

Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче Пĕтĕм Союз пионер организацине туса хунăранпа 92 çул çитрĕ. Пионер кунĕ ачасен чи юратнă уявĕ пулнă. Çак кун парад, линейка ирттернĕ, пионерсен ретне илнĕ, кăвайт чĕртнĕ...

19 Çу, 2014

Совет Союзĕн вăрттăн художникĕсем

Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче Раççей регионĕсенче пĕрремĕш хут - Чăваш Ен тĕп хулинче Шупашкарта - "Асамат кĕперĕ" центрта "Совет Союзĕн вăрттăн художникĕсем: вĕсем укçа, марка, открыткăсем ÿкернĕ" курав уçăлать.

Pages