Хор юрларĕ

28 Çу, 2014

Раççей çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче Славян çырулăхĕн тата культурин кунне - çутлăх, тăван сăмах, кĕнеке, литература, культура уявне - паллă турĕ. Çак кун Пĕтĕм Раççейри акципе килĕшÿллĕн Шупашкар кÿлмекĕнче Анне палăкĕ умĕнче республикăн тĕп хулин пĕрлештернĕ хорĕ юрларĕ.

Концерта Чăваш Республикин Патшалăх гимнĕпе уçрĕç. Хула çыннисене тата хăнасене ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов саламларĕç. «Пĕтĕм Раççей, мĕн пур славян тĕнчи, православи чиркĕвĕ паян Славян çырулăхĕн тата культурин, Кирилпа Мефодин ас тăвăм кунĕсене паллă тăваççĕ. Мухтавлă çак çынсем тăрăшнăран славянсем аталанма, Раççейри ытти халăх çутта тухма пултарнă. Чăваш азбуки те кириллица çинче никĕсленнĕ», - терĕ министр.

Çак кун кÿлмекре çĕр-шыври паллă авторсен хайлавĕсем, чăваш халăх юрри-кĕвви чылайччен янăрарĕç. «Пусть всегда будет солнце» юрă вара тăванла çĕр-шывра хальхи вăхăтра пулса иртекен синкер ĕç-пуç çинчен аса илтерсе кашнин чунне хурлантарчĕ ахăртнех. Юлашкинчен хор В.Баснерăн «С чего начинается Родина» юррине тата М.Глинкăн «Славься» гимне шăрантарчĕ.

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.