Республика Пуçлăхĕ - Эрĕнпур çĕрĕнче

15 Утă, 2014

Утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Эрĕнпурти «Наци ялĕ» культура комплексĕнче вырнаçнă чăваш килĕнче пулса курнă. Çак комплекс - уçă тÿпе айĕнчи хăйне евĕр музей, Эрĕнпур çĕрĕнче тĕпленнĕ халăхсен туслăхне, юратăвне, пĕрлĕхне çирĕплетекен паллă.

Республика Пуçлăхĕ этнографи музейне, чăваш литературин библиотекине çитсе курнă, чăваш халăхĕн кун-çулĕпе, йăли-йĕркипе, культурипе çыхăннă экспозицисемпе паллашнă. Михаил Игнатьев Эрĕнпурти чăвашсен наци культура автономийĕн ертÿçине Петр Семенова кăтартуллă ĕç-хĕлшĕн тав тунă, çакăн йышши проектсем чăваш халăхĕн пуян, хăйне евĕр йăли-йĕрки пирки тĕплĕнрех каласа кăтартма, халăхсен туслăхне çирĕплетме, пĕр-пĕрне лайăхрах ăнланма пулăшнине палăртнă.

«Наци ялĕнче» мĕн курни тĕлĕнтерчĕ, кăмăла çĕклерĕ. Мăн асаттесем ĕмĕрсем хушши пухнă ăс-хакăла ăруран ăрăва куçарса пыни пирĕншĕн пĕлтерĕшлĕ. Çак проект çынсене, уйрăмах çамрăксене, ытти халăхсен йăли-йĕрки пирки ытларах пĕлме, вĕсен культурине ăнланма май парать. Çĕр-шывра тĕпленнĕ кашни халăх культури Раççей Федераци культурин уйрăлми пайĕ пулса тăрать», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

«Наци ялĕ» культура комплексĕ Эрĕнпурта Гагарин проспектĕнчи Раççейĕн пĕрремĕш космонавчĕн Ю.Гагаринăн палăкĕпе юнашар вырнаçнă. 1961 çулта Юрий Гагарин тĕнче уçлăхне вĕçсе Раççейре пурăнакан мĕн пур халăха пĕрлештерчĕ. Паян вара Эрĕнпур хутлăхĕнче тĕпленнĕ 119 наци çынни пĕр çемьери пек туслă пурăнать. «Наци ялĕнче» 10 тĕрлĕ халăх килĕ вырнаçнă.

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.