Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

13 Авăн, 2015

Çутă та ырă малашлăхшăн

Кÿкеçри Культура çуртĕнче вырнаçнă 945-мĕш суйлав участокĕ Пĕрлехи сасăлав кунне килекенсене патриот юррисемпе кĕтсе илет, кашнин кăмăл-туйăмне çĕклет. Суйлава нумайăшĕ çемйипех килет, пĕлĕшĕ-тусĕсене курса сывлăх сунать, уяв ячĕпе саламлать.

11 Авăн, 2015

Пултаруллă пике, çитĕнÿ вăрттăнлăхĕсем

Талантлă çын пур енĕпе те пултаруллă. Акă, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне пĕтернĕ, халĕ ординатурăра ăсталăхне ÿстерекен, аспирантурăра вĕренекен Анна Краснова тĕрлĕ тĕпчев ирттерет, ăслăлăх ĕçне хутшăнать.

8 Авăн, 2015

Чунне парса ĕçлекен ят-сума тивĕçетех

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев республика влаç органĕсен, федераци ведомствисен территорири органĕсен, хуласемпе районсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлăва савăнăçлă хыпарпа - хăй 2016 çул Ĕç çыннин çулталăкĕ пуласси çинчен калакан Указа алă пусма хатĕрленни çинчен - пуçларĕ.

4 Авăн, 2015

Мĕн шантарнине пурнăçланă

Сентябрĕн 3-мĕшĕнче ЧР наци библиотекинче "Росгосстрах" компанин Чăваш Республикинчи филиалĕн "Страхлакан чи лайăх агентсен клубĕн" I форумĕ иртрĕ. Ĕç кăтартăвĕсемпе чи лайăххисен йышне кĕнисене Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев саламларĕ.

28 Çурла, 2015

«Раççей ­­‐ пирĕн çăлăнăç»

2014 çулхи мартăн 18-мĕшĕ пирĕн çĕршыв историне калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмпа çырăнса юлчĕ: Крым Республикипе Севастополь хули çĕнĕ субъектсен шучĕпе Раççей тытăмне кĕчĕç. Референдумра сасăлава хутшăннисен 96% яхăн хăйсен «тăван киле таврăнас килнине» палăртнă.

Халăх хавхаланăвĕ

Унтанпа çулталăк ытла иртрĕ. Крым халăхĕн кăмăл-туйăмĕ халĕ еплерех-ши? Пĕтĕм Раççейри халăх шухăшне тĕпчекен центр кăçалхи февралĕн 9-18-мĕшĕсенче Крымра ыйтăм ирттернĕ, унта 1600 çын хутшăннă.

Pages