Мĕн шантарнине пурнăçланă
4 Sep, 2015 | Экономика

Сентябрĕн 3-мĕшĕнче ЧР наци библиотекинче "Росгосстрах" компанин Чăваш Республикинчи филиалĕн "Страхлакан чи лайăх агентсен клубĕн" I форумĕ иртрĕ. Ĕç кăтартăвĕсемпе чи лайăххисен йышне кĕнисене Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев саламларĕ.

Çакнашкал форума пĕрремĕш хут йĕркеленине пĕлтернĕ май компанин Чăваш филиалĕн директорĕ Алексей Пирожков "Страхлакан чи лайăх агентсен клубне" страховани ĕçне сумлă тÿпе хывнă тата чи пĕлтерĕшлĕ кăтартусемпе ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăракан чи лайăх агентсемпе консультантсем кĕнине пĕлтерчĕ. Вăл филиалăн 2014 çулхи тата кăçалхи çур çулăн ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Компани страховани тытăмĕнче лидерсен йышĕнче пулнине пĕлтерчĕ. "Малашне те çак планкăна тытса пырасчĕ", - терĕ. Хăйсене пулăшса-хавхалантарса пынăшăн республика ертÿлĕхне тав турĕ.

"Эпĕ сире яваплă та тухăçлă ĕçĕршĕн тав тăватăп. Чăваш Енре - страхлакан компанисен 76 филиалĕпе представительстви, страховани пулăшу ĕçĕсемпе усă куракансен 1/3 пайĕ шăпах сире суйласа илнĕ. Çакă эсир чăнласах та лидерсем пулнине çирĕплетет. Филиал директорĕн йышăнăвĕпе "Страхлакан чи лайăх агентсен клубне" туса хуни те пĕлтерĕшлĕ: ырă енсемпе йăла-йĕркене, ĕç пĕтĕмлетĕвĕсене кăтартма пĕлмелле, вĕсене курса çамрăк ăру малалла ăнтăлтăр. Компани филиалĕнче вуншар çул ĕçлекенсем те, ĕç династийĕсем те пуррине пĕлетĕп. Вĕсем, ытти кирек хăш компанири пекех, хăйсен тивĕçĕсене таса кăмăлпа, тăрăшса пурнăçлаççĕ", - терĕ Михаил Игнатьев.

Михаил Васильевич 2013 çулта ЧР Министрсен Кабинечĕ тата "Росгосстрах" компани пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлесси çинчен Килĕшÿ тунине аса илтерчĕ, унта палăртнă условисене икĕ енĕ те йĕркеллĕ пурнăçлани çинчен каларĕ. Асăннă документра ЧР Правительствипе компани Чăваш Ен территорийĕнче кĕтмен синкер, çутçанталăк, техногенлă тата ытти инкек тухас-тăк çынсене тата юридици сăпачĕсене пурлăхне юсаса çĕнетес енĕпе, страховани ыйтăвĕсемпе пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлессин çул-йĕрне палăртнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан 2010 çулта çанталăк шăрăх та типĕ тăнăран пушарсем тухни, ялхуçалăх культурисем типпе юлни, компани хăйсен пурлăхне страхланисен тăкакĕсене саплаштарни çинче чарăнса тăчĕ. "Росгосстрах" Сĕнтĕрвăрри районĕнче çил-тăвăл алхаснăран шар курнисене те, 2014 çулта октябрь уйăхĕнче пăрлă çумăр çунăран çутăсăр, ăшăсăр, йăлари техникăсăр тăрса юлнисене те пулăшнă. "Эсир хăвăр мĕн шантарнине пурнăçлатăр, çавăнпа сире çынсем ĕненеççĕ", - терĕ Михаил Васильевич.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА