Пултаруллă пике, çитĕнÿ вăрттăнлăхĕсем

11 Авăн, 2015

Талантлă çын пур енĕпе те пултаруллă. Акă, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне пĕтернĕ, халĕ ординатурăра ăсталăхне ÿстерекен, аспирантурăра вĕренекен Анна Краснова тĕрлĕ тĕпчев ирттерет, ăслăлăх ĕçне хутшăнать. Çав хушăрах ют чĕлхесемпе кăсăкланать, музыкăна юратаканскер концертсенче сĕрме купăс каласа çынсене савăнтарать... Раççей шайĕнчи конференци-конкурссене хутшăнса Чăваш Ен чысне тивĕçлипе хÿтĕлет. Пур çĕре те мĕнле ĕлкĕрет-ши?

ывăх çынсем ăнланни, пулăшса пыни те хавхалантарать, - терĕ Аня. - Çавăнпах ĕнтĕ ЧПУра уро­логи енĕпе ординатурăра вĕреннĕ хушăрах аспирантурăна куçăн мар майпа кĕтĕм. Унта 4 çул пĕлĕве тарăнлатмалла. Кандидат ĕçне хамăр шухăшласа тупнă медицина çилĕмĕпе /клейĕпе/ çыхăнтартăм.

- Мĕнлерех çилĕм вăл?

- Унпа студент çулĕсенчех ĕçлеме пуçланă. Çакнашкал çилĕме хатĕрлес идея эпĕ вĕ­ренекен аслă шкулти хими фа­культетĕнчи çамрăксен çу­ралнă. Вĕсем мана шыраса тупрĕç те пĕрле ĕçлеме сĕнчĕç. Мал­танлăха ку проекта ăслăлăх-практика конференцийĕсенче, олимпиадăсенче хутшăнма тесе шухăшласа кăларнăччĕ, унпа Шупашкарта çеç мар, Санкт-Петербургра, ытти хулара та малти вырăнсене йышăнтăмăр. Халĕ вара ку çилĕме сывлăх сыхлавĕнче ĕçе кĕртме пуçлăпăр. Ун валли патент тепĕр 3-4 уйăхран илетпĕр. Инновациллĕ çак çилĕмпе ăш-чик органĕсене вĕсене операци вăхăтĕнче каснă хыççăн çыпăç­таратпăр. 30 кунран сăрхăнса пĕтет вăл, орган вара - эпир, тĕпрен илсен, пĕверпе ĕçлерĕмĕр - çĕнĕ пекех. Халĕ ăна пÿрене операци тусан тĕрĕслесе пăхатпăр. Чăн та, малтан ятарлă компонент хушасшăн. Калăпăр, пÿре ракĕ чухне органăн сиенленнĕ пайне касса илсен те çак чир тепĕр хут вăй илес хăрушлăх пур. Операци вăхăтĕнче ятарлă компонент хушнă клей сĕрсен вăл майĕпен сăрхăнать, пÿре ракĕн рецидивне чакарать. Халĕ шăпах ку енĕпе тĕпчевсемпе тĕрĕслевсем ирттеретпĕр, эпĕ пĕтĕмлетÿсем туса кандидат ĕçĕ çыратăп. Манăн ăслăлăх ертÿçисем - медицина наукисен докторĕсем, профессорсем Евгений Катановпа Минвалей Газымов. Ăслăлăх эксперчĕ - Саранскран. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.