Хальхи вăхăтра Чăваш Енре пушар тухас хăрушлăх пысăк, ăна IV класли тесе çирĕплетнĕ. Çакна чи малтан сывлăш температури кăнтăрла 30 градус шăрăха çитнипе палăртаççĕ.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе кăçал 69 çул çитрĕ. Ирĕклĕхшĕн кĕрешнĕ май пирĕн халăх хăйĕн сывлăхĕпе пурнăçне те хĕрхенмен, чылайăшĕ çапăçу хирĕнче выртса юлнă е хыпарсăр çухалнă.
Шупашкарти 62-мĕш шкулта 8А класра вĕренекен Максим Смирнов Мускаври изобретенисемпе инноваци технологийĕсен «Архимед-2014» салонĕнче хăйĕн икĕ ĕçĕпе - «Инвалидсем валли транспорт хатĕрĕ» тата «Пÿлĕмре куçса çÿремелли транспорт хатĕрĕ» проектсемпе - паллаштарнă.