И.НИКОЛАЕВА

19 Çу, 2015

Экологи хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсемпе

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Атăл бассейнĕн шыв ресурсĕсене экологи хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес сферăри çивĕч ыйтусем» темăпа йĕркеленĕ «çавра сĕтел» ĕçне хутшăннă. Вăл Хусанта иртнĕ, 15 регион представительне пуçтарнă.

Мероприятие хутшăнакансене Атăлçин çутçанталăка сыхлакан прокурорĕ Вениамин Селифанов, Раççей Федерацийĕн Генеральнăй прокурорĕн заместителĕ Сергей Зайцев, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн заместителĕ Алексей Сухов, Тутар Республикин премьер-министрĕ Ильдар Халиков саламланă.

15 Ака, 2015

Пушарпа кĕрешме хатĕр

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев апрелĕн 14-мĕшĕнче РФ Правительствин вице-премьерĕ Александр Хлопонин видеоконференци мелĕпе ирттернĕ селектор канашлăвне хутшăннă. Унта кăçал Раççей вăрманĕсенче пушар тухас хăрушлăх палăрмаллах ÿсекен тапхăра ăнăçлă хатĕрленсе ирттерес ыйтусене сÿтсе явнă.

Канашлăва РФ çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕн заместителĕ - федерацин Вăрман хуçалăхĕн агентствин ертÿçи Иван Валентик, Раççей МЧСĕн ертÿçисем, РФ субъекчĕсен пуçлăхĕсем, вăрман тĕлĕшпе ĕçлекен влаç органĕсен представителĕсем хутшăннă.

7 Ака, 2015

Çамрăксен туслăхĕ вăй илĕ

Март уйăхĕнче Крым Республикипе Севастополь хули Раççейпе пĕрлешнĕренпе çулталăк çитрĕ, çак пулăма халалласа Чăваш Енре, çĕршывăмăрăн ытти кĕтесĕнчи пекех, тĕрлĕ мероприяти иртрĕ. Вĕсене республикăри хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм те хастар хутшăнчĕ.

25 Нарăс, 2015

Космос карапĕ уçлăха вĕçнине курнă

Кăçалхи февралĕн 17-мĕшĕнче Байконур космодромра "Союз-У" ракета-носитель старт илсе Пĕтĕм тĕнчери космос станцине кирлĕ япаласем - топливо, апат-çимĕç, биологи эксперименчĕсем, çавăн пекех космонавтсем валли тăванĕсенчен посылкăсем илсе çитернĕ.

30 Раштав, 2014

Хастар çын ырă ятпа хисепсĕр юлмастех

Декабрь уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри чи лайăх 46 ĕçчене Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин патшалăх наградисене парса чысланă.

Pages