Çамрăксен туслăхĕ вăй илĕ
Март уйăхĕнче Крым Республикипе Севастополь хули Раççейпе пĕрлешнĕренпе çулталăк çитрĕ, çак пулăма халалласа Чăваш Енре, çĕршывăмăрăн ытти кĕтесĕнчи пекех, тĕрлĕ мероприяти иртрĕ. Вĕсене республикăри хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм те хастар хутшăнчĕ.
Республикăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисенче март уйăхĕнче "Крым - вырăс историйĕнче", "Крымăн Раççей тытăмĕнчи пуласлăхĕ", "Крым - Раççей тытăмĕнчи çĕнĕ республика", "Севастополь - вырăс мухтавĕн хули", "Раççейшĕн кашниех пĕлтерĕшлĕ", "Тăван çĕршыв мĕнрен пуçланать?" ятпа тематика урокĕсем, конференцисем, класс сехечĕсем, викторинăсем иртнĕ. Вĕренекенсем Крым аталанăвĕн историйĕн тапхăрĕсемпе, Крымпа Севастопольти паллă вырăнсемпе паллашнă. Çакă çул çитменнисене тĕнчере мĕн пулса иртнине лайăхрах ăнланма пулăшать.
Çамрăксем валли "В контакте" социаллă сетьре "STUDENT L!FE" ушкăнра Крым Раççейпе пĕрлешнине ырлакан чи лайăх слогана палăртмашкăн конкурс иртнĕ. Ăна ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерстви тата Çамрăксен пуçарăвĕсен центрĕ йĕркеленĕ. Унта студентсемпе преподавательсем, общество юхăмĕн представителĕсем хутшăннă. Çĕнтерÿçĕсене мартăн 26-мĕшĕнче чысланă. 1-мĕш вырăна студентсен "Росинка" педагогика отрячĕн ертÿçи Дмитрий Шорнов "Крым, эсĕ пирĕн тăван! Пĕрле çĕр хут лайăхрах!" слоганпа тухнă. Вăрнарти ялхуçалăх техникумĕн производство вĕрентĕвĕн мастерĕ Ольга Цыганова - иккĕмĕш - "Хамăрăн юратнă ăшă Крыма никама та памастпăр". Виççĕмĕш вырăнта - Атăлçи патшалăх технологи университечĕн Сĕнтĕрвăрринчи филиалĕн студентки Александра Иванова - "Крыма хамăрăн ытама илтĕмĕр. Эпир пурте - тăвансем!"
Чăваш пикисемпе яшĕсем Крым хăйĕн унчченхи тăван килне - Раççее - таврăннăранпа çулталăк çитнине халалласа Шупашкарти Республика тÿремĕнче иртнĕ митинга та хастар хутшăнчĕç. Вĕсем Крым тата Севастополь халăхĕпе пĕр пулнине 5-мĕш гимназире йĕркеленĕ тĕлпулура та - унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Общество палатин членĕсем, общество организацийĕсен хастарĕсем хутшăнчĕç - палăртрĕç. Крыма кайса курнисем вăл Украина тытăмĕнче мĕнле пулнине тата Раççей йышне кĕнĕренпе еплерех улшăнма пуçланине пĕлтерчĕç. "Манăн çав тăрăха 2013 тата 2014 çулсенче çитсе килме тÿр килчĕ. Малтанхи хутĕнче Крымра /вăл ун чухне Украина тытăмĕнчеччĕ/ пурăнакансемпе калаçнă май вĕсен чун ыратăвĕ лайăх сисĕнетчĕ. Инфратытăма аталантарма тăрăшман унта. Çакă юхăннă ялсене, хытхура пусса илнĕ çĕр лаптăкĕсене кура та аван палăрчĕ. Е тата кану базисене илер. Вĕсене Совет Союзĕ арканнăранпа пачах юсаман, çĕннисем туман. 2014 çулта çулла кайсан Крым тата Севастополь çамрăкĕсемпе калаçрăмăр. Вĕсем савăнăçне пытармарĕç: тăван киле таврăннăшăн кам хĕпĕртемĕ? Хăйсем Раççей йышĕнче чылай лайăхрах пурăнма тытăннине палăртрĕç. Унти халăх пире тăван та çывăх çынсем вырăнне хурать. Çамрăксене хамăр пата килсе курма чĕнтĕмĕр", - каласа кăтартрĕ "Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн Çамрăк гвардийĕ" общество организацийĕн регионри уйрăмĕн ертÿçи Станислав Трофимов.
"ЧР студентсен, вĕренекенсен хăйтытăмлăх органĕсен ассоциацийĕ" общество организацийĕн правленийĕн председателĕ Илья Тумаков та Крымра икĕ хут пулнă. 2014 çулта вăл ЧР Патшалăх Канашĕ çумĕнчи Çамрăксен общество палатин ытти членĕпе пĕрле Пĕтĕм тĕнчери "Таврида" слета хутшăннă. Ку форум историпе патриотизм туртăмĕллĕ пулнăран-тăр Илья çак темăпа калаçрĕ: "Украинăра 20 çул националистсене çитĕнтернĕ, Крымра пурăнакан халăхсенне вара патриотлăх туйăмне пĕтерме тăрăшнă. Шухăшласа пăхăр-ха: 20 çул хушшинче учебниксене çĕнĕрен çырнă, çав çĕршывра "вырăссем япăх" тесе пропагандăланă. Крымра пурăнакансем çакна чăтса ирттернĕ, çирĕп тĕрĕслев витĕр ăнăçлă тухса хăйсем чăн-чăн патриот пулнине ĕнентернĕ. Крымри пысăк заводсенчен пĕринче экскурсире пулнă хыççăн пĕр мучипе калаçрăм. "Çамрăксем, килĕр кунта: ĕçлĕр, канăр. Эпир сире пулăшăпăр. Килĕр, хохолсем куçса кайнă", - терĕ. Эпĕ çакă мĕне пĕлтернине ыйтрăм. Крым Раççейпе пĕрлешсен национализма ырлакансем ку регионтан тухса кайнă иккен, вĕсемшĕн пĕрлĕх, юрату туйăмĕсем, ытти халăхпа лайăх хутшăнасси - ют. Крымра пулнă май çакна ăнлантăм: унти халăх, 20 çул хушшинче тем те тÿснĕскер, тăван çĕре, Раççее чăнласах та юратать".
Ку тĕлпулăва 5-мĕш гимназире ĕçлекенсемпе вĕренекенсем те хутшăнчĕç. Крым çинчен каласа кăтартнине тимлĕн итленĕ хыççăн аслă классенче вĕренекен хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм унти шкулсене, паллă вырăнсене çитсе курма шухăш тунине палăртрĕç. Эппин, Крымпа Чăваш Ен çамрăкĕсен хушшинчи çыхăну татах вăйланĕ.
И.НИКОЛАЕВА