Пушарпа кĕрешме хатĕр

15 Ака, 2015

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев апрелĕн 14-мĕшĕнче РФ Правительствин вице-премьерĕ Александр Хлопонин видеоконференци мелĕпе ирттернĕ селектор канашлăвне хутшăннă. Унта кăçал Раççей вăрманĕсенче пушар тухас хăрушлăх палăрмаллах ÿсекен тапхăра ăнăçлă хатĕрленсе ирттерес ыйтусене сÿтсе явнă.

Канашлăва РФ çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕн заместителĕ - федерацин Вăрман хуçалăхĕн агентствин ертÿçи Иван Валентик, Раççей МЧСĕн ертÿçисем, РФ субъекчĕсен пуçлăхĕсем, вăрман тĕлĕшпе ĕçлекен влаç органĕсен представителĕсем хутшăннă.

Александр Хлопонин вăрман хуçалăхĕн тата вăрман пушарĕсене сирсе ярассин ыйтăвĕсене уйрăмах çирĕп тĕрĕслесе тăнине палăртнă. Вăл тĕрĕслев Раççейĕн 45 регионĕ пушар тухас хăрушлăх ÿсекен тапхăра туллин хатĕрленсе çитменнине, 9 регион вара пачах хатĕр маррине кăтартни çинчен пĕлтернĕ. Вĕсем - Карели Республики, Забайкалье крайĕ, Архангельск, Челябинск, Курган, Свердловск, Тюмень облаçĕсем, Ямал-Ненец тата Ненец округĕсем.

Чăваш Республики 2015 çулхи пушар тухас хăрушлăх ÿсекен тапхăра хатĕр. Вăрман пушарĕсене сÿнтермелли плансене тата федерацин тата республикăн пушарпа кĕрешекен службисем пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлессин йĕркине вăхăтра çирĕплетнĕ, вăрман пушарĕсене сÿнтерес ĕçе Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн тата Чăваш Ен ГКЧСĕн вăйĕсемпе хатĕрĕсене явăçтарас ыйтусене пăхса тухнă.

Вăрмансене патрульлессине 193 маршрут /пĕтĕмĕшле тăршшĕ 5,7 пин км/ тăрăх йĕркелĕç. Вăрман пушарĕсене сÿнтерекенсен 69 ертÿçине хатĕрленĕ, хăйсен ирĕкĕпе пушарпа кĕрешекенсен 310 çынран тăракан 57 дружинине йĕркеленĕ, çунтармалли-сĕрмелли материалсен 50 тонна саппасне туса хунă, пушар тухас хăрушлăх уйрăмах пысăк кунсенче вăрмансене авиапатрульлессипе патшалăх контрактне /300 пин тенкĕлĕх, республика бюджечĕ шучĕпе/ тунă. Юнашар республикăсемпе çыхăнса ĕçлесси çинчен калакан килĕшÿсен тапхăрне малалла тăснă.

Федераци бюджетĕнчен пушара хирĕçле мероприятисене ирттерме тата вăрман пушарĕсене сÿнтерме паракан субвенцисене, республика бюджетĕнчен Вăрман хуçалăхĕн центрне тытса тăма тата вăрманта пушар хăрушлăхĕн мониторингне ирттерме 22,6 млн тенкĕ уйăрма пăхса хăварнă. Хальхи вăхăтра 102 техника, çав шутра - 56 пушар машини, вăрман патрулĕн 21 комплексĕ, кустăрмаллă 18 трактор, гусеницăллă 4 трактор, 1 бульдозер, 2 мотовездеход, ĕçе хатĕр.

2010 çулта шăрăх та типĕ çанталăка пула Чăваш Ен территорийĕнчи 10421 га вăрмана вут-çулăм ярса илнĕ. Ун хыççăнхи çулсенче вăрман службисене ятарлă техникăпа тата оборудованипе тивĕçтерес енĕпе пысăк ĕçсем пурнăçланă, пушар тухас хăрушлăх ÿсекен тапхăра вăхăтра хатĕрленнĕ. Юлашки 4 çулта Чăваш Ен вăрманĕсен фончĕн çĕрĕсем çинче вут-çулăм алхасма пуçлани 5 хутчен çеç пулнă /пĕтĕмĕшле 2 гектартан пĕчĕкрех лаптăкра/, вĕсем вăрман хуçалăхне сиен кÿмен.

И.НИКОЛАЕВА

Рубрика: