Елена ЛУКИНА.

15 Нарăс, 2018

Шкул хаçачĕсен çĕнтерÿçисене чысларĕç

Иртнĕ эрнере Çĕнĕ Шупашкарти А.И. Андрианов ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен центрĕнче шкул ачисен регионсен хушшинчи «Шкул пресси — 2018» конкурс çĕнтерÿçисене чысларĕç. Çак мероприяти çамрăк талантсене — пулас журналистсене, фотокорреспондентсене, калăплавçăсене — хавхалантарас, çул уçса парас тĕллевпе иртет.

1 Нарăс, 2018

Çул çинчи хăрушсăрлăхшăн

Кăрлачăн 26-мĕшĕнче Çĕрпÿри 1-мĕш шкулта çул çинчи çамрăк инспекторсен командисен «Ачасем — çул çинчи хăрушсăрлăхшăн» республикăри фестивалĕ иртнĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ — çул çинчи кашни çыннăн сывлăхĕпе пурнăçне упрасси.

Паянхи кун республикăра 28 лапам ĕçлет. Вĕсенчен чи хастаррисене фестивальте палăртнă.

18 Кăрлач, 2018

«Нихăçан та парăнмалла мар»

«Мĕнле ача пултăн эс? Ларма-тăма пĕлместĕн», — ялан тертленнĕ унпа амăшĕ. Кĕçĕнни — чи ачашши — аслисене хăйне итлеттернĕ. Шкула кайсан класри арçын ачасене туххăмрах шăплантарнă шухă хĕр ача паян пирĕн тĕпелĕн хăни.

Pages