«Пуласлăха футболсăр курмастăп»

25 Кăрлач, 2018

Çулталăк пуçламăшĕнче Раççейре, Чăваш Енре спортпа сывлăх вунă кунлăхĕ иртрĕ. Çак вăхăтра чылай тăрăхра тĕрлĕ мероприяти иртрĕ. Çĕнтерÿçĕ спортсменсене тивĕçлĕ парнесемпе чысларĕç, спорт енне тин туртăнма тытăннисене хавхалантарма майсем тупрĕç. Анчах чăн-чăн спортсмена ку çеç çырлахтармасть паллах. Вăл пултарулăхне куллен туптать, ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тăвать. Паян ĕнерхинчен, ыран паянхинчен маларах талпăнать. Вĕсенчен пĕри — хулари 36-мĕш шкулта 10-мĕш класра вĕренекен Вадим Антонов.

Хăй тĕллĕн шыраса тупнă

Хăйне ялан тирпейлĕ, сăпайлă тытать каччă. Ваттипе ватă пек пулма пĕлет вăл. Ялан ăшшăн йăл кулса сывлăх сунаканскерпе курса калаçас, ашшĕ-амăшĕпе паллашас кăмăлăм тахçанах çуралнăччĕ-ха. Анчах Вадим ытти ачаран уйрăлса тăма юратмасть, çавăнпа унăн кăмăлне уçма аран май тупрăм.

Вадимăн амăшĕ Надежда Пантелеймоновна ача садĕнче воспитательре вăй хурать.

— Вĕçĕмсĕр тренировка, турнирсем, пушă вăхăт пачах çук Вадимăн. Эрех-сăрапа, пируспа айкашни мар терĕмĕр те чармарăмăр ачана. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыни сывлăхшăн усăллă. Паянхи пурнăçра сывлăх — чи пысăк пуянлăх, — калаçрĕ шкул ачин çывăх çынни.

Вадим Антонов шкулта «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Пилĕк çул каялла вăл ачасемпе çамрăксен «Спартак» спорт шкулне хăй тĕллĕн шыраса тупнă. Ăна футбол вăййи илĕртнĕ. Унта кăштах çÿренĕ хыççăн арçын ача кайма пăрахнă. Часах амăшĕпе ашшĕ патне Вадимăн тренерĕ Валентин Ванин шăнкăравланă, арçын ача ăна килĕшнине пĕлтернĕ. Вадима «Спартака» таврăнма ыйтнă вăл. Çавăнтанпа каччă футболран текех уйрăлман. Валентин Валентинович ертсе пынипе вăл спортăн çак тĕсĕн вăрттăнлăхне кунсерен алла илет.

— Хĕрÿ вăйăра ывăл урине амантса гипспа, костыльпе çÿрерĕ. Аманнă хыççăн, тен, футбол манăçĕ тесе шухăшланăччĕ эпĕ. Анчах вăл парăнмарĕ. Юлташĕсем те пăрахмарĕç — йывăр вăхăтра шкула та, стадиона çÿреме те пулăшрĕç, — аса илчĕ Надежда Пантелеймоновна. Вадимăн диплом-медалĕпе паллаштарчĕ вăл. Акă, хула уявне халалланă турнирта çĕнсе илнĕ диплом. Кунтах республикăри районсен хушшинче выляса çĕнсе илнĕ медаль те йышлă. Лапсар, Салапайкасси тата ытти ял тăрăхĕ ирттернĕ турнирсенче çĕнсе илнисем тулли Вадимăн. Каччă вĕсем çинчен калаçма юратмасть. «Спартака» çÿренисĕр пуçне вăл хулари «Столица» футбол командин членĕ. Çак командăра Вадим Антонов шкул ачисенчен пĕччен. Хÿтĕлевçĕ пулса çамрăкскер пурпĕрех аслисемпе тан вылять.

Юратнă предмет

Пур предмета та юратса вĕренет вăл, çапах географи унăн чунне çывăх.

— Географи пирĕн çĕр чăмăрĕн ĕнерхи кунĕ, паянхи сăн-сăпачĕ, унăн пуласси те. Вăл — вĕçĕ-хĕррисĕр çул çÿрев, тавра курăм, — шухăшĕпе паллаштарчĕ каччă. Олимпиадăсене хутшăнса лайăх балсем пуçтарать маттурскер. Географи диктантĕнчен те юлман. Унта тулли кăмăлпа хутшăннине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех шкулти спорт пурнăçĕнчен уйрăлмасть вăл. Каçсерен спортзала волейболла, баскетболла выляма çÿрет. Çăмăл атлетика енĕпе ăмăртса хулари шкулсен хушшинче вĕсен команди 3-мĕш вырăн йышăннă. Кунта Вадимăн тÿпи те пуррине унăн дипломĕ çирĕплетет.

— Маншăн чи телейлĕ самант — тĕнчене килни. Чи савăнăçлă уяв — çуралнă кун. 16 тултарни вара асра юлчĕ. Çак кун аттепе анне тахçанхи ĕмĕтĕме пурнăçларĕç. Тутарстанăн тĕп хулин стадионĕнче иртнĕ Раççейĕн «ЦСКА» тата «Зенит» Хусан командисен вăййине çемьепе кайса куртăмăр. Тулли кăмăлпа таврăнтăм унтан, — ырăпа юлнă саманта аса илчĕ çамрăк спортсмен. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.