Елена ГЛУХОВА

18 Çĕртме, 2016

Тутар салтакĕ аттене ĕçе... çĕклесе çÿреме шантарнă

Елчĕк районĕнчи Элпуçра пурăнакан Раиса Лапшина Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ашшĕ пирки сехечĕ-сехечĕпе каласа кăтартма хатĕр.

28 Çу, 2016

Иккĕн - иккĕнех

— Петя ман хыçран икĕ çул чупрĕ. 40 çухрăмри Чукала хăçан мĕнле: юланутпа та, колхоз машинипе те, çуран та, йĕлтĕрпе те — вĕçтерсе çитетчĕ. Шалкăм çумăр çусан та, урамра вĕçсĕр-хĕрсĕр çил-тăман тустарсан та мана хапха умĕнче кĕтсе тăратчĕ. Вĕçертмерĕ, хăй майлă çавăрчех. 20 çулта качча тухма килĕшрĕм.

7 Çу, 2016

Патреккелте кашлаççĕ йывăçсем

Пирĕн çĕршыв кăçал Аслă Çĕнтерÿ 71 çул тултарнине паллă тăвать. Чаплă та сăваплă куна чыслăн кĕтсе илме хатĕрленсе Елчĕк районĕнчи Патреккел вăтам шкулĕнче те çамрăк ăрăва патриот воспитанийĕ парассипе çыхăннă тĕрлĕ мероприяти иртет.

23 Ака, 2016

Йĕп те хĕсĕнсе ан кĕтĕр

Коля тете тин çеç гараж умĕнче хăй ăсталанă çÿп-çап урапине юсатчĕ, тахăш самантра хирĕççисем патĕнчен ун çине хăйне кирлĕ хатĕр-хĕтĕр тиесе те çитрĕ. Алă усса ларма хăнăхманскер пĕр çĕртен тепĕр çĕре вĕçтерсе кăна çÿрет. Картишĕнче мăлатукпа шаккакаларĕ те тепĕртакран кил хушшинче пăчкă сасси кăларчĕ.

14 Чÿк, 2015

Вăрманлă тăрăха хулапа улăштарăн-и?

- Анне вунă çул почтальонра ĕçлерĕ. Кĕçех 80 çул тултарать вăл. Ачаран ăна хаçат-журнал, çырусем валеçме пулăшаттăм эпĕ. Вăл вăхăтра тата хальхи пек-и - яла купипе темĕн тĕрлĕ кăларăм килетчĕ, хăть мĕнле валеçсе пĕтер. Хĕллехи çил-тăманра малтан çунапа киле сĕтĕрсе анаттăмăр. Почтальон сумки хальхи пек пушă пулман, калама çук йывăрччĕ. Çыру, саламлă открытка тавраш çÿретекен те нумайччĕ ун чухне. Çывăх çынсенчен уйрăлас килменнипе-ши, шкул пĕтерсен тăван ялах юлас терĕм, хулана пачах та чун туртмарĕ. Çакăншăн эпĕ нихăçан та ÿкĕнмен.

Pages