Комментари хушас

28 Çу, 2016

Иккĕн - иккĕнех

— Петя ман хыçран икĕ çул чупрĕ. 40 çухрăмри Чукала хăçан мĕнле: юланутпа та, колхоз машинипе те, çуран та, йĕлтĕрпе те — вĕçтерсе çитетчĕ. Шалкăм çумăр çусан та, урамра вĕçсĕр-хĕрсĕр çил-тăман тустарсан та мана хапха умĕнче кĕтсе тăратчĕ. Вĕçертмерĕ, хăй майлă çавăрчех. 20 çулта качча тухма килĕшрĕм. Хамăн та чун выртнă çав ĕçчен те шанчăклă Чаткас каччи патне. Чăн-чăн юрату пĕрле пулма хистерĕ, — çамрăк чухнехине аса илсе йăл кулать Шăмăршă районĕнчи Анат Чаткасра пурăнакан Нина Никандровна.

Петр Федоровичпа Нина Никандровна Чумуркинсем пĕр-пĕринпе 45 çул килĕштерсе пурăнаççĕ. Икĕ ывăлĕпе хĕрĕ тахçанах килтен тухса кайнă, пурте аслă пĕлÿ илнĕ, çемьеленнĕ, ашшĕпе амăшне тăватă мăнук парнеленĕ. Канмалли кунсенче кил-çурчĕ шăпăрлансен хаваслă сассипе тулать.

Пĕрлешнĕ хыççăн çамрăк мăшăр çĕнĕ çĕре уйрăлса тухнă. Ял айккинче, кас вĕçĕнче йăва çавăрма тĕв тунă вĕсем. «Ура пусма çукчĕ малтан, пиçен-вĕлтĕрен кашлатчĕ ку вырăнта. Иксĕмĕр тăрăшнипе, тăвансем пулăшнипе çĕнĕ çурт çĕкленчĕ. Эпĕ платникчĕ, мăшăр вара — мастерĕ. Çулла мĕн ĕçлессине — мунча-вите хăпартмалла-и, хуралтă çĕнетмелле-и — хĕллех палăртса хураттăмăр. Çак тарана çитсе çапăçса-вăрçăнса яла кĕрлеттермен эпир, ĕçкĕпе иртĕхмен. 45 çул 45 кун пек, пĕр сисĕнми иртрĕ. Пирĕн пĕр-пĕринчен пытармалли, вăрттăнни нихăçан та пулман, укçана та пĕрле тытнă. Çемьери телей пĕр-пĕрне хисепленинче, çур сăмахран ăнланнинче пулĕ, — хуллен калаçать Петр Федорович.

68 çулти Петр Чумуркин сакăр çул каялла йывăр чирпе аптранă пулин те хăйне халь йĕркеллех туять, вăхăтра пулăшу панишĕн тухтăрсене тав тăвать. «Кил хушшинче туяпа та пулин кăштăртатса çÿретĕп-ха. Шел, Нинăна хуçалăхра ĕçлесе пулăшаймастăп. Иккĕн иккĕнех çав. Мăшăр упрать мана, Нинăсăр эпĕ пĕр кун та пурăнаяс çук. Хĕр чухнехи ăшăлăх, ырăлăх халĕ те тапса тăрать унра, сивĕ сăмах каласа курман вăл мана, савнă çын юнашар пулни малалла утма хавхалантарать. Чăн-чăн юрату çулсем иртсен те сÿнмест-мĕн, вăйланса кăна пырать», — савнă арăмĕн куçĕнчен ăшшăн пăхать арçын.

Петр Федорович ĕмĕрĕпех колхозра механикре, Нина Никандровна чылай çул бухгалтерта тăрăшнă. Халăхпа пĕр тан чĕкĕнтĕр çумланă, çĕрулми суйланă, çурла çитсен йĕтем çинчен юлман.

«Хыпара» пĕр сиктерми 45 çул, «Чăваш хĕрарăмне» мĕн тухма тытăннăранпа, 1997 çулранпа, çырăнса илетпĕр. Çурçĕр иртет, мăшăр алран хаçат ямасть, кашни статйине вуласа тухмасан чунĕ канмасть унăн», — тесе уйрăлчĕ пирĕнтен Нина Никандровна.

Елена ГЛУХОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.