Андрей МИХАЙЛОВ

22 Авăн, 2015

Ипотека «чуптарать»

Хальхи вăхăтра кашни виççĕмĕш çамрăка çурт-йĕр ыйтăвĕ кăсăклантарать. Тин çеç ура çине тăраççĕ пулин те вĕсенчен чылайăшĕ хваттер туянмашкăн банкра кредит илме васкать. Анчах ăна уйăхсерен тÿлесе тăрасси ай-ай пит çăмăл мар. Кризис тапхăрĕнче пушшех те.

22 Авăн, 2015

Спорта аталантарассишĕн пурте пĕрле вăй хурасчĕ

Спорт юхăмĕ епле аталанасси ертÿлĕхрен нумай килет. Тăрăшулăх пур пулсан ÿсĕм пулатех. Юлашки вăхăтра ку енĕпе нумай ĕç турĕç республикăра. Хуласемпе районсенче спорт керменĕсем çĕкленсе ларниех - пысăк çитĕнÿ. Спортăн çĕнĕ тĕсĕсем вăй илеççĕ, ачасемпе çамрăксем киревсĕр йăласенчен пăрăнса сывă пурнăç йĕркине суйласа илеççĕ. Çапах та пысăк ыйтусенчен пĕри вăл - район-хула администрацийĕсенче ятарлă физкультурăпа спорт пайĕсем çукки.

15 Авăн, 2015

Николай РЕМЕСЛОВ: вĕренекенĕмсем манран лайăхрах пулччăр

ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, Çĕрпÿри «Асамат» спорт шкулĕн тренер-преподавателĕн Николай РЕМЕСЛОВĂН пĕтĕм пурнăçĕ спортра иртет: малтан тĕрлĕ ăмăртура район тата республика чысне хÿтĕленĕ, унтан çамрăксене бокс вăрттăнлăхĕсене вĕрентме пуçланă.

15 Авăн, 2015

Çĕнĕ ĕмĕр çĕнĕлĕхсем валли çул уçать

Паянхи кун эпир çĕнĕ технологисемпе инновацисен саманинче пурăнатпăр. Ăслă та пултаруллă çынсем тĕрлĕ япала шухăшласа кăларма, тĕрлĕ отрасльте кирлĕ çĕнĕлĕхсемпе тĕлĕнтерме тăрăшаççĕ. Вĕсене пурнăçа кĕме пулăшасси патшалăхпа общество организацийĕсен тивĕçĕ. Çак тĕллевпех темиçе çул каялла пирĕн çĕршывра технологисемпе инновацисене аталанма пулăшакан центрсем ĕçлеме пуçларĕç. Кĕске тапхăр хушшинче вĕсем миçе çынна тĕрлĕ канаш-сĕнÿ паман пулĕ, миçе çынна информаципе тивĕçтермен пулĕ.

11 Авăн, 2015

Пурĕ - 45 медаль!

Чăваш спорчĕн историйĕнче кунашкалли пулнă-и, пулман-и - пирĕн сумлă ветерансем вара тĕлĕнтерчĕç: Челябинск хулинче иртнĕ çĕршыв чемпионатĕнчен медальсен пуххипе таврăнчĕç. 35 çултан иртнĕ çăмăл атлетсен ăмăртăвĕн пĕтĕмлетĕвĕпе ентешĕмĕрсен команди виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Pages