Комментари хушас

22 Авăн, 2015

Спорта аталантарассишĕн пурте пĕрле вăй хурасчĕ

Спорт юхăмĕ епле аталанасси ертÿлĕхрен нумай килет. Тăрăшулăх пур пулсан ÿсĕм пулатех. Юлашки вăхăтра ку енĕпе нумай ĕç турĕç республикăра. Хуласемпе районсенче спорт керменĕсем çĕкленсе ларниех - пысăк çитĕнÿ. Спортăн çĕнĕ тĕсĕсем вăй илеççĕ, ачасемпе çамрăксем киревсĕр йăласенчен пăрăнса сывă пурнăç йĕркине суйласа илеççĕ. Çапах та пысăк ыйтусенчен пĕри вăл - район-хула администрацийĕсенче ятарлă физкультурăпа спорт пайĕсем çукки.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче халăх пурнăçне лайăхлатмашкăн, совет çыннисен хастарлăхне ÿстермешкĕн физкультурăпа спорт питĕ пĕлтерĕшĕ пулнине ăнланса илнĕ: 1936 çулта пирĕн республикăра физкультурăпа спорт комитечĕ йĕркеленнĕ. Çак тапхăртан пуçласа Чăваш Енре физкультура коллективĕсем, спортпа туслисен йышĕ ÿсме тытăннă, тĕрлĕ çитĕнÿпе савăнтаракан спортсменсен йышĕ нумайланнă, республикăра турнирсемпе спартакиадăсем ирттересси çултан çул вăй илсе пынă. Районсемпе хуласенче спорт отрасльне аталантарас енĕпе уйрăм тытăмсем туса хунă. Кашни предприятипе организацирех, çав шутра колхозсемпе совхозсенче те, спорт инструкторĕн штатне кĕртнĕ. Вĕсем халăха спорта явăçтарас, ăмăртусем йĕркелес тĕлĕшпе чылай ĕç пурнăçланă. Спорт обществисен йышĕ те самай пысăк пулнă - «Спартак», «Труд», «Буревестник», «Динамо» ятсене кам илтмен-ши? Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.