Анатолий ХМЫТ

13 Çу, 2020

Сарă чечек - уйрăлу палли

Пуйăс тарăн ыйхăран вăраннă улăп евĕр туртăнса илчĕ те хашлатса майĕпен вырăнтан тапранчĕ. Пĕр хушă такам тытса чарасран шикленнĕн йăпшăнса пычĕ, кайран вара шăна-пăванран таракан выльăх пек ĕрĕхсе малалла ыткăнчĕ. Çĕрпе пĕлĕт пĕрлешекен тĕлте телей тупасса шанчĕ тейĕн.
Хĕрÿ хĕвел питтинче хăватпа тулакан Ташкент хыçа тăрса юлчĕ. Ырми-канми пуйăсăн юлашки чарăнăвĕ — сулхăн Хусан — çывхарнăçемĕн çывхарать.

28 Çу, 2018

Афганистан суранĕ

Анатолий Дмитриевич ЕФИМОВ /ХМЫТ/ – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, çыравçă. Вăл Тутар Республикинчи Аксу районĕнчи Таркăн ялĕнче çуралса ÿснĕ. Унăн пĕрремĕш литература хайлавĕ 1990 çулта «Тăван Атăл» журналта пичетленнĕ. Халĕ Анатолий ХМЫТ ултă кĕнеке авторĕ, вĕсенчен тăваттăшне Афганистанри вăрçа халалланă: «Вилĕмсĕр кăйкăр юрри», «Ан тăк куççуль, аннеçĕм», «Сар Иван» тата «Леш тĕнчерен…» роман дилоги.

26 Çу, 2016

«Тăван ялшăн укçа шел мар»

"Ахăр самана çитсен уйсемпе çарансенче чечексем юлмĕç, ялсен хушшинчи сукмак та пĕтĕ", — тенĕ ватăсем самана хаярлăхне палăртса. Анчах ача чухне эпир кун çинчен шухăшламан та. Пурнăçĕ кал-калччĕ, экономикăпа промышленноçĕ малалла аталанатчĕç: ан ÿркен çеç — пурăн, ĕçле те савăн!