Комментари хушас

20 Утă, 2016

Эпир мар тăк - кам?

Çĕр çинче ырă çынсем пĕтмен-ха. Вĕсем пур тата укçи-тенкипе пулăшса тăнă чухне ĕçĕ те кал-кал пырать, пурнăçĕ те сыпăнать. Утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Питрав кунĕнче, Етĕрне районĕнчи Янăм халăхĕ Анатолий Ивановпа Радий Успенский ентеш-меценатсем пулăшнипе часавай куполĕпе хĕресне лартма хал çитерчĕç.

Янăм ял тăрăхне пилĕк ял кĕрет: Янăм, Метяккасси, Мăрсакасси Янăм, Саваткино тата Аптекпуç. Вĕсене пĕр-пĕринчен çырмасем çеç уйăраççĕ. Тавралăх кунта питĕ илемлĕ, çарансемпе уйсем, вăрманĕ те çывăхрах. Ватăсем каланă тăрăх — ял халăхĕ кунта 1468 çултах куçса ларнă. Унтанпах туслă пурăнаççĕ. Юлашки çулсенче асăннă меценат-ентешсем тăрăшнипе Янăм ялĕнче футбол, волейбол лапамĕсем уçăлчĕç, çулсене, кĕперсемпе кÿлĕсене тирпейлерĕç. Ырă ĕçсен шучĕ те çук.

– Пĕр вунă çул каялла-ши, тен, ытларах та, ял халăхĕ пуçтарăнса часавай лартас пирки сăмах хускатрĕ. Вырăнне те палăртрĕç: ял умĕнчи çул юппине сăвапларĕç. Анчах ĕç малалла каймарĕ. Явапне хăй çине илекен пулмарĕ-ши ун чухне? – ассăн сывларĕ ял старости Анатолий Анатольевич. – Турри хăй çак куна кĕтсе çавнашкал пиллерĕ пире.

– Çавăнпа явапне хăвăр çине илес терĕр-и? – ыйтмасăр чăтаймарăм эпĕ.

– Ара çав, выртан каска мăкланать, – калаçăва хутшăнчĕ Мăрсакасси арĕ Радий Михайлович. – Пĕррехинче Анатолипе пулă тытнă чухне шухăша путрăмăр. Кама кĕтес пирĕн? Эпир тумасан тата кам тăвĕ? Чи йывăрри пирĕншĕн Шупашкар тата Чăваш Ен митрополитĕнчен Варнавăран хурав кĕтсе илесси пулчĕ. Çур çул ытла кĕтме тиврĕ. Ĕлĕкхи чиркÿ вырăнне часавай лартма ирĕк памасть пуль тенĕччĕ…

– Ĕлĕкхи чиркÿ вырăнĕнче?! – тĕ­лĕнтĕм эпĕ.

– Çав вырăнта, – аслă урам варринчи сылтăмри лапама кăтартрĕ Радий Успенский. Çумрах — пĕчĕк вар, ахăртнех, унта юханшыв та пур. 1923 çулта Янăмра Хÿтĕлесе тăракан Чăн Таса Турă Амăшĕн турăшне сума суса чиркÿ лартнă. Анчах 1933 çулта ăна коммунистсем аркатнă. Тĕрĕсех каларĕ Анатолий: Турри хăй çак вырăна суйланă пулĕ… Вырăнĕ хăй те ял халăхне туртать, тен, çавăнпах ĕçĕ те кал-кал пырать.

– Ваттисем те, Турри те пулăшсах пыраççĕ пире. Кăçалхи çĕртмен 3-мĕшĕнче çеç Чăн Таса Виçĕ Ипостаçлĕ Турă ячĕпе Етĕрнере лартнă чиркÿ настоятелĕ Сергий /Чернов/ çак вырăна Аслă Туррăмăрăн таса сывлăшĕпе сăвапласа кĕлĕ вуларĕ, Çимĕк кун пурине хăпартрăмăр, паян вара, хăвăрах куратăр, часавайăн куполĕпе хĕресне лартма пуçтарăнтăмăр. Ку йăлтах — çÿлти вăйсем пулăшса пынипе… – ырă ĕçпе хавхаланса пĕлтерчĕ Анатолий Иванов.

Сергий /Чернов/ протоиерей чăвашла тата вырăсла кĕлĕ вулама пуçларĕ. Халăх шăпланса ун сăмахне тимлĕн итлерĕ, хутран-ситрен унпа тан кĕлĕ сăмахĕсене каласа пычĕ.

Православи йăли-йĕркине пăхăнса тунă ĕçсем хыççăн часавай çине куполпа хĕрес лартма вăхăт çитрĕ. Пуçтарăннă хĕрарăмсем Аслă Туррăмăр усал-тĕселтен упратăр тесе çири тутăрĕсене салтса хĕресрен çакрĕç. Кран хĕресе майĕпен çÿлелле çĕклерĕ. Ял арĕсем ăна часавай тăррине вырнаçтарса çирĕплетрĕç. Тĕлĕнтермĕш! Шăп та лăп çав самантра пĕлĕтсен хушшинчен хĕвел курăнса кайрĕ – часавая чун кĕчĕ тейĕн: унăн тăрри асамлăн, çитмĕл те çичĕ тĕслĕн хĕмленме пуçларĕ. Пуçтарăннă халăх савăнса сăхсăхрĕ.

Ырă ĕçĕн сумĕ пысăках çав. Ăна нимĕнле сумпа та хаклаймăн, нимĕнле виçепе виçсе пахалаймăн. Вăл — ĕмĕр-ĕмĕре. Çапла пултăр!

Анатолий ХМЫТ

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.