Комментари хушас

28 Çу, 2018

Афганистан суранĕ

Анатолий Дмитриевич ЕФИМОВ /ХМЫТ/ – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, çыравçă. Вăл Тутар Республикинчи Аксу районĕнчи Таркăн ялĕнче çуралса ÿснĕ. Унăн пĕрремĕш литература хайлавĕ 1990 çулта «Тăван Атăл» журналта пичетленнĕ. Халĕ Анатолий ХМЫТ ултă кĕнеке авторĕ, вĕсенчен тăваттăшне Афганистанри вăрçа халалланă: «Вилĕмсĕр кăйкăр юрри», «Ан тăк куççуль, аннеçĕм», «Сар Иван» тата «Леш тĕнчерен…» роман дилоги.
К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче пыракан «Сутăн илнĕ чыс» спектакль те Афганистан теминех çутатать. 2015 çулта Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ унăн «Çерем çинчи çиçĕм» трагикомедине сцена çине кăларчĕ.

Леха Лукашонок тусăма тата
унăн чăтăмлăхне хисеплесе...

Автор.

…Шăп. Тĕттĕм. Таврара никам та çук. Чуна ыраттарса кăшлакан пушăлăх çеç. Пушăлăх! Вăл хăйĕн иксĕлми хăвачĕпе пур енчен те хĕстерет. Каччăн çан-çурăмне ыраттара-ыраттара çупăрласа çунтарать. Чĕпĕте-чĕпете ачашлать. Вăлтать. Астарать. Çĕмĕрет. Пăтраштарать. Хушăран кăшлать те-и, çав путсĕр тĕксĕм пушăлăх! Мĕнле чăтас? Мĕнле пурăнас кун пек?.. Пурăнăç! Ăçта вăл? Тен, тамăкра? Çук. Çук! Ун пек мар! Вилме иртерех-ха ăна. Иртерех! Илтетĕр-и, эсир? – ир-те-рех! Апла пулсан ăçта вăл? Мĕн туса выртать кунта? Каччă тăма тесе хускалчĕ çеç /Эй, çав пÿтсĕр тĕттĕм пушăлăх – вĕри тăхлан вĕрет-ши сан хăтлăхунта?/ – ÿт-пÿ вут-çулăм айне путрĕ. Çунать вăл. Куç кĕрет çунать иккен!.. Пулăшу ыйтас тесе кăш-кăрма хăтланчĕ. Çук. Епле тăрмашсан та пĕр чĕптĕм сас кăлараймарĕ. Çĕтнĕ: сасси те, хăй те…
Вилсех вилчĕ-ши вара вăл е аташать çеç?
…Ÿт-пÿ, тахăш самантра сăпка ăшне кĕрсе ÿкрĕ те – канлĕ, ырă – халиччен илтмен асамлă кĕвĕ хумĕпе чÿхене-чÿхене тÿпенелле вĕçрĕ. Васкамасăр, майĕпен шурĕ вăл тĕпсĕр, тĕксĕм инçетпе. Акă, тахăш самантра, тĕнче икке пайланчĕ: таврара — вутлă сăнă сирпĕтсе алхасакан хура-кăвак пĕлĕтсем пăтранаççĕ, умра – шурăмпуç кăвак хуппийĕнчен те çутăрах асам вĕлкĕшет. Вăл пысăках та мар, кукамăшĕн чĕрçитти çийĕнчи çип çăмхинчен те пĕчĕкрех пуль, анчах та хăвачĕ вара питĕ мăнă – çур пĕлĕте тыткăнласа тăрать вăл. Шутсăр илемлĕ тата! Аякранах туйса ăмсанса тăратăн. Акă мĕнле иккен эсĕ – çÿлти Хăват!
Каччă, юлашки кунсенче нуша-асап тÿссе самаях хавшама ĕлкĕрнĕ чунне ырлăх ытамне хурса тĕпсĕр канлĕхре кумтарас терĕ-ши вара, сăпка урлă аллине йăтса çутă енне туртăнчĕ. Çутă сарăлса уçăлчĕ те – ума чип-чипер те çап-çамрăк кукамăшĕн сăн-сăпачĕ тухса тăчĕ. Вăл ун патне пырса ăна пуçĕнчен чуп турĕ, пĕр вăхăт ачана аллине илсе кăкăрĕ çумне çупăрларĕ: «Леня, Леньăчка… Миçе хутчен сана каламалла – иртерех-ха сана пирĕн пата килме. Илтетĕн-и, иртерех. Кай, сана килте кĕтсе тăраççĕ! Ан çÿре аташса…» Леня канлĕ те ырă ытамран вĕçерĕнсе кукамăшĕн куçĕнчен пăхрĕ. Хирĕçлесшĕнччĕ вăл, анчах та… Эй, тамаша! Кукамăшĕ те мар иккен ку çын – Аслă Хăват хăй ăна хăвалать каялла! Мĕн турăм-ши çав хатер сиенлине? Мĕнле намăс! Мĕнле мăшкăл ман-а-а-а-а!..
Сăпка хура-кăвак пĕлĕтсене çурса çĕр енне вирхĕнчĕ. Чăл-пар саланчĕ тĕксĕм пушăлăх. Тĕрлĕ тĕслĕ ванчăка куçса таврари улăхсемпе çарансем, вăрмансемпе уй-хирсем çине чунран татăлса тухакан куççуль евĕр чарусăр, иксĕлми хăватăн çурĕ.
Тавра илемпе тулчĕ: кăн-кăвак тÿпере сап-сарă хĕвел вылять, тин çеç ешернĕ улăхсемпе çарансем те хăйсен асамлăхĕпе киленсе тĕрлĕ тĕслĕн çиçсе, тĕрлĕ саслăн сĕрлесе лараççĕ. Çакăнтах лĕпĕшĕпе ăмăртса хурт- кăпшанки вĕçет, шăрчăкĕ вара, шăнкăрав курăкĕ айне пытанса ларнă та, çак çут çанталăк пархатарне мухтаса илемлĕ серенада кĕвĕлет. Ырми- канми ĕçлет вăл. Хĕвел аниччен выляса ĕлкĕрес тет-ши?
Аякра-аякра ача кулли илтĕнсе кайрĕ. Вăл хумлăн-хумлăн капланса килет те – таçта кайса çухалать. Каллех таврăнать…
Каччăна чун кĕчĕ пулас: таçтан йăтăнса анакан астăвăмсене сыпăкăн- сыпăкăн, пайăн-пайăн пуçтарса пĕр тĕвве хурса пычĕ: акă виçĕ çулти сарă çÿçлĕ ача улăхпа садикран килне утать. Çумра такам пырать. Унăн сасси ачан чунне ачашласа сăваплать, савăнтарать, култарать. Ахăртнех – амăшĕ! Унăн çеç çавнашкал çивĕч те янкăс сасă пулма пултарать ку çĕр çинче! Урăх никамăн та! Пуçне йăтса пăхаймасть пулин те – Леня амăшĕн ăшшине чун-чĕрипе, ÿтĕн пур кĕтесĕпе туйса пычĕ. Анне! Курманни кĕçех пĕр ĕмĕр пулать сана – ăçта эсĕ, мĕскерле? Чунри хаклă сăнара аса илме пăхрĕ, анчах епле тăрăшсан та куç умне килмерĕ вăл! «Анне! Аннем!» – кăшкăрчĕ ача инçене кайса пыракан сасă хыççăн чупса. Çук, никам илтмерĕ ăна. Никам хуравламарĕ. Тăр пĕччен иккен вăл каллех. Тăр пĕччен – тĕпсĕр пушăлăхра…
Парăнмарĕ пирĕн каччă. Парăнаканнисен шутĕнчен мар вăл. Çине тăрса пуçри, чунри асаилÿсене пăтратрĕ. Акă, каллех шурăмпуç курăнса кайрĕ, çав çутăра амăшне шырарĕ. Анчах та хаклă чун вырăнне темшĕн çĕмрĕк партăсем, листисем лăсканса пĕтнĕ кĕнекесем, тетрадьсем, ручкăсемпе кăранташсем, пеналсемпе тĕрлĕ тĕслĕ пурăсем сывлăшра пĕр-пĕринпе пăтранса майĕпен ăна хирĕç вĕçрĕç. Вĕсен хушшипе шурă кĕпе тăхăннă сарă çÿçлĕ пике ишет. Акă вăл Леня çывăхне пычĕ те ăна лăпкăн хăй çумне пăчăртарĕ, вальс ташланăн çаврăнса тÿпенелле илсе хăпарчĕ, вара каччăпа хĕр акăш пек çунаттисене сарчĕç, тепĕр пĕчĕк мăшăр пулса тинĕс çийĕн ырми- канми çÿрерĕç. Кам-ши вăл? Каччă пирăштие куçран пăхас ĕмĕтпе ун енне çаврăнчĕ. Пăхса ĕлкĕреймерĕ – хăй йăнăшнине тавçăрса илчĕ: унпа юнашар пике те мар, çулсем урлă каçса самаях катăлса ванма ĕлкĕрнĕ чалăш доска вĕçет иккен. Унта, доска çинче, такам тем çырса хунă тата. Тăхта-ха, мĕскер амакĕ ку? Доска мар-çке! Хут! Шурă хут. Малалла вулас...

 
 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.