Алина ЛУКИЯНОВА

19 Çĕртме, 2014

ШĔВЕК ТЕ, МАÇ ТА АВАН

Температурăна чакарма хăва хуппи витĕмлĕ пулăшать. Ăна çут çанталăк аспиринĕ тесе те калаççĕ. 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ хуппа тин вĕренĕ 300 миллилитр шыва ямалла, 10 минут вĕретмелле. Кунне 3 хут стаканăн виççĕмĕш пайне ĕçмелле.

vЭкзема, кĕçĕтни, ÿтĕн ытти чирĕ аптратсан çÿллĕ анăс курăкĕн /девясил/ вĕтетнĕ 2 апат кашăкĕ тымарне 4-5 апат кашăкĕ сысна ăш çăвĕпе хутăштармалла, вăйсăр çулăм çинче 15 минут вĕретмелле. Çулăм çинчен илсен 2 сехет лартмалла та сăрăхтармалла. Маçа ыратакан вырăнсене сĕрмелле.

19 Çĕртме, 2014

ШĂЛАН ÇЫРЛИ ВИТАМИНСЕМПЕ ПИТĔ ПУЯН

Йĕплĕ çак тĕмĕ С, А, В2, К, Р витаминсемпе, каротинпа, сахăрпа, пектинсемпе, лимон тата пан улми йÿçекĕсемпе, хытаракан япаласемпе, минералсемпе, ытти япалапа çав тери пуян. Унра витаминсем лимонпа апельсинринчен 10 хут ытларах!

19 Çĕртме, 2014

АПАТРА ПАЛЛĂ ВЫРĂН ЙЫШĂНАТЬ

Хăяра эпир чĕрĕлле, салата хушса, тăварласа, консервласа çиетпĕр. Вăл тутлă кăна мар, çав тери усăллă та. Ун çинчен Питĕрти Н. Круглова диетолог тĕплĕ каласа парать.

19 Çĕртме, 2014

ЙĔРКЕРЕН ТУХАСРАН - ТАСАТМАЛЛА

Япаласен ылмашăнăвне, организмăн тĕртĕмĕсемпе клеткисене тасатас ĕçе лимфа тытăмĕ хутшăнать. Йĕркерен тухасран ăна вăхăт-вăхăтпа тасатмалла. Анчах ĕçе тытăниччен хăвăрăн тухтăрпа канашламалла, мĕншĕн тесен çак мелсем кашнинех юрамасан та пултараççĕ! Чи вăйли тата витĕмли - Уокер тухтăр меслечĕ. Талăкри виçе валли 800-шер миллилитр грейпфрутпа апельсин сĕткенĕсене, 200 миллилитр лимон сĕткенне, 2 литр пăр шывне /талая вода/ хутăштармалла. Тасату вăхăтĕнче сĕткенсем кăна ĕçмелле. Сиплев курсĕ - виçĕ кун.

Pages