Алина ЛУКИЯНОВА

21 Кăрлач, 2015

ГРИПА ХИРĔÇ КĔРЕШМЕ

Грипп вирусĕ çÿлти сывлав çулĕсене лексе çирĕпленет, йÿçеке килĕштерет. Çак йÿçеке мелисса çулçи ярса пиçĕхтернĕ шывпа сиенсĕрлетме пулать.
Сиплĕ шĕвек хатĕрлеме 1 апат кашăкĕ чĕртавара тин вĕренĕ 1,5 стакан шыва ямалла, хупăлчапа витсе шыв мунчине лартмалла, 15 минут пиçĕхтермелле. Илсен 45 минутран сăрăхтармалла. 1 стакан шĕвекпе пыра кун тăршшĕпе чÿхеме усă курмалла. Юлнине ĕçмелле.

21 Кăрлач, 2015

Алла Исаева ллерголог-иммунолог

Алла Исаева аллерголог-иммунолог республикăн клиника больницинче ĕçлет. Вăл И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Алла Васильевна - аслă квалификаци категориллĕ тухтăр.

20 Кăрлач, 2015

"Сывлăх", 2 /818/ /, 21. 01. 2015

о Тинĕс тăварĕ ыратнине лăплантарать.

о Чĕрешĕн лайăх.

о Сивĕре алă шăнать...

о Стресс хыççăн ыйхă вĕçет.

о Бронхитран - хĕрен эмелĕ.

о Компресс, пăхăр укçа.

о Пÿлĕмри ÿсен-тăран витĕмĕпе.

о Тасатман хĕвелçаврăнăш çăвĕ.

20 Авăн, 2014

Вырăнти тавара - симĕс çутă

Кăçалхи сакăр уйăхра Вăрмар райповĕн ĕç-хĕл калăпăшĕ 172,5 миллион тенкĕпе танлашнă. 142 миллион тенкĕлĕх тавар сутнă, общество апатланăвĕн тытăмĕ 42,5 миллион тенкĕ ĕçлесе илнĕ. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан кăтартусем чылай лайăхланнă.

26 Çĕртме, 2014

АВРАН - НАРКĂМĂШЛĂ ŸСЕН-ТĂРАН

Сиплĕ авран - наркăмăшлă ÿсен-тăран. Ĕлĕкрех вăл питĕ паха сиплевçĕ шутланнă. Халĕ унпа официаллă тата халăх медицининче пачах усă курмаççĕ темелле. Авран вырăнне витĕмлĕрех, хăрушсăртарах хатĕрсемпе сиплеççĕ.

Pages