Комментари хушас

20 Авăн, 2014

Вырăнти тавара - симĕс çутă

Кăçалхи сакăр уйăхра Вăрмар райповĕн ĕç-хĕл калăпăшĕ 172,5 миллион тенкĕпе танлашнă. 142 миллион тенкĕлĕх тавар сутнă, общество апатланăвĕн тытăмĕ 42,5 миллион тенкĕ ĕçлесе илнĕ. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан кăтартусем чылай лайăхланнă.

Райпо канашĕн председателĕ, Вăрмар хула тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Харитонов "Общепит" тулли мар яваплă обществăн /генеральнăй директорĕ Марина Сейфуллина/ ÿсĕмĕсемпе уйрăмах кăмăллă. Отрасль тупăшлă ĕçлет. Унăн кулинари цехĕсенче хатĕрлекен продукци пахалăхĕ те, ассортименчĕ те халăха тивĕçтерет. Кафесем, закусăчнăйсем, буфетсем, пиццери паянхи пурнăç ыйтăвĕсемпе килĕшÿллĕн аталанаççĕ. Поселокра пĕлтĕр хута янă "Светлица” кафе паян - район çыннисен юратнă вырăнĕ. Пурнăçри паллă кунсене унта уявласси ырă йăла пулса тăчĕ. "Юность” тата "Сказка” кафесенче те тус-тăванпа пĕрле пухăнса савăнма условисем çителĕклĕ. Сăмах май, кăçал "Юность” кафере кухньăпа цехсене юсаса хăтлăх кĕртнĕ, часах перекетлĕ ĕçлекен çĕнĕ котельнăй туса пĕтермелле. Хальлĕхе общепитăн район территорийĕнче 9 апатлану предприятийĕ. Палăртнă тăрăх тепре те пулмалла - 2015 çулта центрта ачасем валли ятарлă кафе уçма ĕмĕтленеççĕ.

Ăшă памалли сезон тĕлне çăкăр заводĕнче те перекетлĕ çĕнĕ котельнăй хута каймалла. Заводăн ĕç-хĕлĕ, çитĕнĕвĕсем курăмлă. Кунта 80 тĕрлĕ продукци хатĕрлеççĕ. Ăна районта кăна мар, ун тулашĕнче пурăнакансем те хапăлласа туянаççĕ. Пахалăха лайăхлатсах пыма оборудование вăхăтра çĕнетни, хальхи технологисене алла илни, халăх ыйтăвĕсене шута илни пулăшать.

- Суту-илÿ отраслĕнче те юлашки çулсенче улшăнусем чылай пулчĕç. Çулсерен темиçе лавккана тĕпрен юсатпăр. Çав шутра - пысăкраххисене те, пĕчĕк ялсенчи тупăш паманнисене те. Ăшă, вĕри шыв, канализаци кĕртетпĕр, тултан, шалтан тĕплĕ юсаса илемлететпĕр. Ял лавккисем гигиена ыйтăвĕсене пур енлĕ тивĕçтерсен сутуçăсене ĕçлеме те меллĕ пулĕ, тавар туянма пыракансен те кăмăл тулĕ, - тет Сергей Николаевич. - Кăçал, акă, Пысăк Енккассинчи, Чулкаçри лавккасене водопровод, канализаци кĕртрĕмĕр. Кивĕ Вăрмарти лавккана юсарăмăр. Райцентртан 25 çухрăмра вырнаçнă Хĕрлĕçырти суту-илÿ точкине çĕнетрĕмĕр. Çак яла автобус та çÿремест. Тикашра анса юлсан тата 4 çухрăм утмалла. Ял халăхĕ лавкка çĕнелсе улшăннипе, тавар ассортименчĕ пуянланнипе çав тери кăмăллă пулчĕ. Халĕ Вăрмартан 26 çухрăмри Хуруйра çакăн пек юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Черет кĕтекенсем татах пур. Вĕсене те çĕнетме вăй çитересчĕ-ха.

Райпо ертÿçи тавар ассортименчĕ çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ. Чăвашпотребсоюз хăйĕн обществисен умĕнче лартнă тĕллеве пурнăçа кĕртсе республикăри тавар туса кăларакансемпе çирĕп çыхăну йĕркелеççĕ. Вырăнти продукцие поселокри "Органика” лавккара кăна мар, кашни точкăра нумай сутаççĕ. Цифрăсен чĕлхипе каласан райпон тавар çаврăнăшĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕнче хăйĕн общепичĕпе çăкăр завочĕн продукцийĕ - 11 процент, Чăвашпотребсоюзăн ытти предприятийĕн продукцийĕ - 24 процент, Чăваш Енри тавар туса кăларакансен продукцийĕ 40 ытла процент йышăнать. "Акконд-торг", "Акконд-агро" акционер обществисемпе, Шупашкарти çу-сыр базипе, Етĕрнери аш-какай комбиначĕпе, "Чăваш бройлерĕпе", Канашри, Вăрмарти чăх-чĕп фабрикисемпе, Элĕкри пахча çимĕç комбиначĕпе, ыттисемпе тахçантанпах килĕштерсе ĕçлеççĕ.

Вăрмар райповĕ халăхпа тачă çыхăну тытма тăрăшать. Пĕр-пĕрне ăнлансан, кирлĕ вăхăтра пулăшсан пурăнма та çăмăлрах, малашлăх та шанчăклăрах. Райпо ял çыннисенчен килти хуçалăхра туса илнĕ ытлашши продукцие туянать, тупăш илме май туса парать. Халăхран сĕт, аш-какай, çĕр улми, пахча çимĕç, эмел курăкĕсем, кивĕ хут, çĕтĕк, тир, полиэтилен йышăнаççĕ. Фермерсемпе те ĕçлеççĕ. Кăçал халăхран пухнă çĕр улмине сутса Чăвашпотребсоюз тытăмĕнче çур çулшăн 2-мĕш вырăна тухнă. Çав вăхăтрах потребительсен обществи ял çыннисене хушма хуçалăха аталантарма пулăшас ĕçе те хутшăнать, выльăх-чĕрлĕх тытакансене тырăпа тивĕçтерет. Çулталăкне 70 тонна таран тырă сутаççĕ.

Халăхран пухнă ял хуçалăх продукцийĕ райпон общество апатланăвĕн предприятийĕсем валли кăна мар, хула халăхне сутма та çитет. Кашни шăмат кун çĕр улми, пахча çимĕç тиенĕ машинăсем Шупашкар е Çĕнĕ Шупашкар еннелле çул тытаççĕ, суту-илÿ йĕркелеççĕ. Йăлана кĕнĕ "Кĕр парни” ярмăрккăна хутшăнса Вăрмарсем ырă сăмаха тивĕçнĕ. Хула çыннисем хĕл каçмалăх паха продукци туянма май пурришĕн питĕ кăмăллă.

Çула тухма, тавар турттарма райпон пуян автопарк, общепитпа çăкăр завочĕн хăйсен автопаркĕсем пур пулин те çĕнĕ машинăсем туянма тăрăшаççĕ. Кăçал меллĕ "Газель” илнĕ. Çĕнĕ технологисене çул парса тата икĕ лавккана - Кавалпа Чулкаçрине - автоматизациленĕ. Халĕ çак меслетпе райпон ултă лавкки ĕçлет. Çитес çул общество апатланăвĕнче те тытăнса пăхма, "Юность” кафене автоматизацилеме палăртнă.

- Райпора 265 çын ĕçлет, хăйĕн тивĕçне кашниех яваплă пурнăçлама тăрăшать, - тет Сергей Николаевич. - Çак йыша чакарма шухăшламастпăр. Май килсен çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме те хатĕр. Чи кирли - пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлени. Килĕшÿлĕх пулсан кирек мĕнле йывăрлăха та çĕнтерме, ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме пулать.

Алина ЛУКИЯНОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.