АВРАН - НАРКĂМĂШЛĂ ŸСЕН-ТĂРАН

26 Çĕртме, 2014

Сиплĕ авран - наркăмăшлă ÿсен-тăран. Ĕлĕкрех вăл питĕ паха сиплевçĕ шутланнă. Халĕ унпа официаллă тата халăх медицининче пачах усă курмаççĕ темелле. Авран вырăнне витĕмлĕрех, хăрушсăртарах хатĕрсемпе сиплеççĕ. Çапах та хăш-пĕр чухне унăн витĕмĕ те усăллă.

Сăмах менструаци циклне йĕркелесси пирки пырать. Вăл вăхăтра килменнинчен гормонсемпе сипленни майлах мар. Кун пек чухне тухтăр сăнаса тăнипе авранпа усă курсан лайăхрах. Наркăмăшлă ÿсен-тăранпа хăвăр тĕллĕн сипленни хăрушă пулма пултарать.

Тепĕр чухне авранпа ват шĕвекĕ кăларма усă кураççĕ. Çак тĕллевпе çулçипе тымарне пĕр виçепе илсе шĕвек хатĕрлеççĕ. 1 чей кашăкĕ чĕр тавара тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. Шĕвеке кунне 4 хут апат хыççăн 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле.

Чĕре çитменлĕхĕ аптратсан тулли мар 1 чей кашăкĕ авран курăкне тин вĕренĕ 180 миллилитр шыва ямалла, 1 сехетрен сăрăхтармалла. Хырăмлăхпа пыршăлăха вĕчĕрхентересрен шĕвеке шывра ирĕлтернĕ 2 апат кашăкĕ крахмал хушма юрать. Кунне 3 хут 40-шер миллилитр ĕçмелле.

Тĕрлĕ экзема, дерматит, кивĕ суран тертлентерсен авран порошокĕпе усă кураççĕ. Ÿсен-тăрана малтан типĕтмелле, унтан çăнăх пуличчен вĕтетмелле. Кунне 3 хут çĕçĕ вĕçĕпе илсе /0,2 грамм/ шывпа сыпса ĕçмелле.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.