Комментари хушас

19 Çĕртме, 2014

ШĔВЕК ТЕ, МАÇ ТА АВАН

Температурăна чакарма хăва хуппи витĕмлĕ пулăшать. Ăна çут çанталăк аспиринĕ тесе те калаççĕ. 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ хуппа тин вĕренĕ 300 миллилитр шыва ямалла, 10 минут вĕретмелле. Кунне 3 хут стаканăн виççĕмĕш пайне ĕçмелле.

vЭкзема, кĕçĕтни, ÿтĕн ытти чирĕ аптратсан çÿллĕ анăс курăкĕн /девясил/ вĕтетнĕ 2 апат кашăкĕ тымарне 4-5 апат кашăкĕ сысна ăш çăвĕпе хутăштармалла, вăйсăр çулăм çинче 15 минут вĕретмелле. Çулăм çинчен илсен 2 сехет лартмалла та сăрăхтармалла. Маçа ыратакан вырăнсене сĕрмелле.

Пырта чĕпĕтсе тăрсан пĕр виçепе илнĕ шăлан çырлине, календулăпа клевер чечекне, шăнăр курăкне, чĕре курăкне, матрÿшкене хутăштармалла. 2 апат кашăкĕ пухха тин вĕренĕ çур стакан шыва ярса 1 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 3 хут çуршар стакан ĕçмелле тата çак шĕвекпе пыра кашни икĕ сехетре чÿхемелле.

Стоматита пула çăвар ăшĕ кĕсенленсен 1 апат кашăкĕ роза чечекне тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 30 минутран сăрăхтармалла. Ачана çак шĕвеке кунне 3 хут 1-ер апат кашăкĕ ĕçтермелле. Унпа çăвара чÿхесен те лайăх.

Хăлха нервĕ шыçсан 100 грамм кăвак сухана тата алоэн пысăк çулçине вĕтĕ вакламалла, 96 процентлă 200 миллилитр спиртпа вĕренĕ 1 стакан шыв хутăшне ямалла. 10 кун лартмалла, сăрăхтармалла. Хатĕр шĕвекре йĕпетнĕ мамăк тампонсене хăлха шăтăкĕсене чикмелле.

Вырăнпа выртакан çыннăн ÿт шăтсан сурана малтан водород перекиçĕпе е фурацилинпа çумалла. Унтан çак маçа хумалла: цинк маçне камфора çăвĕпе çурмалла хутăштармалла. Ÿт шăтни иртичченех сипленмелле.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.