Комментари хушас

19 Çĕртме, 2014

ЙĔРКЕРЕН ТУХАСРАН - ТАСАТМАЛЛА

Япаласен ылмашăнăвне, организмăн тĕртĕмĕсемпе клеткисене тасатас ĕçе лимфа тытăмĕ хутшăнать. Йĕркерен тухасран ăна вăхăт-вăхăтпа тасатмалла. Анчах ĕçе тытăниччен хăвăрăн тухтăрпа канашламалла, мĕншĕн тесен çак мелсем кашнинех юрамасан та пултараççĕ! Чи вăйли тата витĕмли - Уокер тухтăр меслечĕ. Талăкри виçе валли 800-шер миллилитр грейпфрутпа апельсин сĕткенĕсене, 200 миллилитр лимон сĕткенне, 2 литр пăр шывне /талая вода/ хутăштармалла. Тасату вăхăтĕнче сĕткенсем кăна ĕçмелле. Сиплев курсĕ - виçĕ кун.

1. Пĕрремĕш кун ирхине выç хырăмла клизма /вĕренĕ 2 литр шыва - 2 апат кашăкĕ пан улми уксусĕ/ лартмалла.

2. Унтан çур стакан шыва 1 апат кашăкĕ натри сульфачĕ /аптекăра сутаççĕ/ ярса ĕçмелле.

3. Душ айĕнче, ваннăра е мунчара лайăх ăшăнмалла.

4. Ăшăннă хыççăн 30 минутран сĕтекенсен хутăшне 1 стакан ĕçмелле. Ку тар, шăк, кал вăйлă хăвалать.

5. Пысăккипе тула кайнă хыççăн кашни çур сехетре сĕткенсен хутăшне стаканăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ ĕçмелле. Виççĕмĕш каçхине каллех клизма лартмалла.

6. Тăваттăмĕш кун - чĕрĕ пахча çимĕçпе улма-çырла, пиллĕкмĕшпе улттăмĕш кун - шĕвĕ пăтă, çиччĕмĕш кун яланхи апат çиме юрать.

Çакăн пек тасатнă хыççăн пĕтĕм организм çĕнелет, вăй-хал пухăнать. Сывлăха малалла та йĕркере тытса тăма шайлашуллă хусканупа тĕрĕс апатлану пулăшаççĕ.

Язва, эрозиллĕ гастрит, вар-хырăмăн ытти чирĕ аптратсан çак меслетпе усă курмасан лайăхрах, мĕншĕн тесен сĕткенсем чире вĕрĕлтерме, ыраттарма, хутлатма пултараççĕ.

Çапах та ытти рецептсемпе усă курма пулать.

uХăлха çакки курăкĕн çăнăх пуличчен вĕтетнĕ 1 апат кашăкĕ тымарне тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла, термосра çĕр каçа лартмалла. Ирхине сăрăхтармалла. Кунне 2-3 хут апатсен хушшинче 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле. Сиплев курсĕ - 1 эрне.

uШурă чăрăшăн типĕ лăссинчен хатĕрленĕ 1 килограмм çăнăха тата вăрман хăмла çырлин вĕтетнĕ 500 грамм тымарне хутăштармалла. 500 грамм пыл илмелле. Савăта сийпе лăсăпа тымар çăнăхне тата пыла тултармалла, пăтратмалла мар. Тин вĕренĕ 1 литр шыв хушмалла, пĕр талăк лартмалла. Вăйсăр çулăм çинчи шыв мунчине 7-8 сехете лартмалла, илсен икĕ талăкран сăрăхтармалла. Кунне 5 хут апатчен 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле. Сиплев - 12-14 кун, пĕр эрне каннă хыççăн тепĕр курс ирттермелле. Хутăш ытла та çăра пулсан вĕренĕ шыв кăштах хушма юрать. Сивĕтмĕшре упрамалла.

uХĕрлĕхен курăкĕн /кипрей, иван-чай/ 1 апат кашăкĕ çулçипе чечекне термосри тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла, çĕр каçа лартмалла, ирхине сăрăхтармалла. Кашни апат умĕн çуршар стакан ĕçмелле. Сиплев курсĕ - 1 эрне.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.