Йăмра
Йывăр пулсан та паян Андрей ытти кунсенчен иртерех вăранчĕ. Мĕн тăвас тетĕн, юрăри пек — институт, экзаменсем, сесси вĕт... Çитменнине, вăл пачах та хатĕр мар. Унăн ХХ ĕмĕрĕн 60-70 çулĕсенчи чăваш литературипе экзамен тытмалла. Ĕнер тата çуралнă кунра пулнă. Унта лайăх савăннă, ĕçнĕ-çинĕ. Паллах, çитмен. Тата кайса илнĕ, ыттине астуманпа пĕрех. Ĕçе-ĕçе карланки те кĕрĕк çанни пысăкăш пулса кайнă пуль...