Ялта футбол аталанать
10 Mar, 2016 | Спорт

Республикăри ветерансен хушшинчи нумай пулмасть вĕçленнĕ футбол чемпионатĕнче «Волга», «Сталь», «Динамо» командăсемпе Шăмăршă районĕнчи Пуянкасси команди ăнăçлă тытăçрĕ.

Кĕтмен çĕртенех çĕнĕ ушкăн тăваттăмĕш вырăн йышăнчĕ. Команда йĕркелÿçи çак ялта çуралса ÿснĕ Сергей Андронов каланă тăрăх - опыт çитменни çеç çĕнтерÿ картлашки çине хăпарма чăрмантарнă.

Команда ячĕ - ДМБ /Деревня Малое Буяново/. Вырăсларан куçарсан - Пуянкасси ялĕ. Командăри тĕп вылякансем - шăпах çак ялтан тухнăскерсем. Вĕсемсĕр пуçне йышра Шăмăршă районĕнче çуралнисем, ыттисем пур.

- Пĕлтĕр чемпионата пĕрремĕш хут хутшăнса улттăмĕш вырăн йышăнтăмăр. Хальхинче - тăваттăмĕш. Ман шухăшпа - пирĕн ял командишĕн ку - питĕ лайăх кăтарту, - каласа кăтартрĕ Сергей Андронов.

Пуянкассинче районти чи лайăх стадион вырнаçнă. Афганистанта пуç хунă Валерий Кузнецова асăнса иртекен турнир вăтăр çул ытла ĕнтĕ çак ялта иртет. Сергей Андронов тата унăн тусĕсем тăрăшнипе кашни çулах нарăсăн 23-мĕшĕнче мини-футбол енĕпе ăмăртаççĕ. Кăçал та çак кун Пуянкасси стадионĕнче футболçăсем вăй виçрĕç. Пиллĕкмĕш хут иртекен турнир район пуçлăхĕсем килнипе çеç мар, сакăр команда тытăçнипе те паллă пулчĕ. Таврари нумай ялтан пухăннă çамрăксен командисем кубокшăн тупăшрĕç. Финалта «ДМБ» команда Шăмăршăсене 1:0 шутпа çĕнтерсе чи хаклă парнене тивĕçрĕ.

- Чи пахи çакăнта - Пуянкасси çамрăкĕсен команди кăçалхи тытăçура виççĕмĕш вырăн йышăнни. Апла-тăк пирĕн ялта футбол аталанать, - пĕтĕмлетрĕç уяв йĕркелÿçисем.

Александр МИХАЙЛОВ.

Александр МИХАЙЛОВ