Комментари хушас

25 Юпа, 2017

Вун-вун спортсмена тĕнче шайĕнче палăрма çул уçать

12 регион пăхаттирĕсем чăвашсен тĕп хаçачĕн парнисемшĕн тупăшрĕç. Юпа уйăхĕн 20-22-мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççейри турнир тимĕр вăййипе туслисене Шупашкара 34-мĕш хут пухрĕ. Чăваш Ене спортсменсем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен — Самартан, Чĕмпĕртен, Хусантан, Пермьрен, Белгородран, Кировран, Санкт-Петербургран, Пушкăртстанран, Мордовирен, Алтайран килсе çитрĕç. Чăваш пăхаттирĕсен йышĕ те самай пысăк пулчĕ.

«Спартак» спорт керменĕнче иртнĕ савăнăçлă парада ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов, сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Викторов, Патшалăх Канашĕн комитет председателĕ Сергей Павлов, РФ кире пуканĕ спорчĕн федерацийĕн председателĕ Игорь Солодов, спорт министрĕн заместителĕ Эльвира Матренина, ЧР кире пуканĕ йăтакансен федерацийĕн ертÿçи Юрий Карпов тата «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина хутшăнчĕç.

— Ку турнирта вăйлисемпе патваррисем тупăшаççĕ. Хаçат 30 çул ытла чи пархатарлă ĕçе — çынсене спортпа туслă пулма тата сывă пурнăç йĕркине тытса пыма вĕрентессине — туса пырать. Издательство çурчĕ йывăр самантра та ăмăрту ирттерме вăй-хал, укçа-тенкĕ тупать, — терĕ Александр Степанович спортсменсене ăнăçу суннă май.

Татьяна Вашуркина сăмах илнĕ май «Хыпар» турнирĕ пирĕн çĕршыври чи вăрăм ĕмĕрлĕ ăмăртусенчен пĕри пулнине палăртрĕ. «Кăçалхи ăмăртăва чăваш халăх хаçачĕ 111 çул тултарнине халалларăмăр. Пирĕн турнир çĕр-çĕр спортсмена Раççей, тĕнче шайĕнче палăрма çул уçса панă. Кăçал та çĕнĕ ятсем палăрасса, пысăк рекордсем тăвасса шанатăп», — терĕ Татьяна Геннадиевна.

Спорт уявне «Спартак» спорт шкулĕнчи аэробика уйрăмĕн вĕренекенĕсем /ертÿçи — ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Оксана Дьячук/ илем кÿчĕç. Издательство çурчĕн директорĕ пултаруллă коллектива Тав хучĕпе чысларĕ.

Помост çинче — хĕрсем

Чи малтан помост çине çамрăксемпе хĕрсем тухрĕç. Хĕрсен йышĕ яланхи пекех пысăк марччĕ пулин те вĕсен хушшинче те тупăшу хĕрÿ иртрĕ. Чи çăмăл виçере /58 кг/ спортăн тĕнче класлă мастерĕ, тĕнче ăмăртăвĕн çĕнтерÿçи Джанита Щербина /Павлова/ мала тухрĕ. Йĕпреç районĕнчи Пучинке хĕрĕ 24 килограмлă кире пуканне 173 хут çĕклерĕ. «Паян та çăмăллăн йăтрăм. Тăван тăрăха килсе çывăх çыннăмсене, тренерсене курма питĕ кăмăллă», — терĕ Самарти çар чаçĕнче службăра тăракан ентеш. Çак виçерех унăн йăмăкĕ Августина Павлова /тренерĕ — ЧППУ профессорĕ Владимир Симень/ вăй виçрĕ. Шел те, Шупашкарти 27-мĕш шкулта 11-мĕш класра вĕренекен хĕр малтисен йышне кĕреймерĕ.

Ĕпхÿри Алсу Сагдатова Пĕтĕм Раççейри турнира РФ спорт мастерĕн нормативне пурнăçлас тĕллевпех килнĕ, анчах пушкăрт хĕрне ăнмарĕ. Пушкăртстан Республикин чемпионки икĕ çул каялла «Спартак» спорт керменĕнче иртнĕ çĕршыв кубокĕнче те тупăшнăччĕ, ун чухне вăл ăмăртура тăваттăмĕш вырăн йышăннăччĕ. Унăн тренерĕ Рустам Хасанов пĕлтернĕ тăрăх — Ĕпхÿри «Витязь» спорт клубĕнче кире пуканçăсен секцийĕ ĕçлет, унта 15 çын çÿрет. Вăл 10 çул каялла хăй те Шупашкар турнирĕсенче тупăшнă.

68 килограмлă виçере Питĕр тата Киров спортсменĕсемпе чăваш хĕрĕ Анастасия Александрова кĕрешрĕ. Хăнасем пурпĕр Европа тата тĕнче ăмăртăвĕсен чемпионкине çитеймерĕç: Куславкка районĕнчи Тĕрлемес ялĕнче çуралса ÿснĕ пике кире пуканне 152 хут çĕклерĕ. Спортăн тĕнче класлă мастерĕн нормативне пурнăçлама пĕр очко кăна çитеймерĕ унăн. Сăмах май, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студенчĕсем Алексей Ивановпа Анастасия Александрова тепĕр уйăхран старт илекен тĕнче чемпионатне хутшăнĕç.

Хĕрсен ушкăнĕнче Киров облаçĕнчен килнĕ спортсменсем /тренерĕ — «Пĕтĕм Раççейри хисеплĕ судья» ята тивĕçнĕ Евгений Малков/ уйрăмах маттур пулчĕç. Вĕсем тăватă медаль çĕнсе илчĕç. Турнира хутшăннă хĕрсен тĕнче чемпионкин Александра Васильевăн /Санкт-Петербург/ ăсталăхĕнчен вĕренмелли нумай пулчĕ. Вăл 24 килограмлă кире пуканне 197 хут çĕклеме вăй çитерчĕ. «Маттур! Татах йăтма пултаратчĕ», — пăшăлтатрĕç тренерсемпе спортсменсем. Елчĕк районĕнчи Курнавăш шкулĕнче вĕренекен Алиса Ивановăпа Марина Николаева /тренерĕ — Олег Федоров/ тĕнче турнирĕсенче палăрнă спортсменкăна куç илми сăнарĕç. «Пирĕн те ун пек пулас килет», — терĕç кире пуканĕн спорчĕпе икĕ çул каялла туслашнă хĕрсем. Çак кĕске тапхăртах вĕсем республикăри ăмăртусенче те палăрма ĕлкĕрнĕ. Акă 16-ри Марина Юрий Поповăн тата «Хыпар» турнирĕсенче призерсен йышне кĕнĕ.

Çамрăк чух, яш чух…

Ăмăртура куракан та нумайччĕ. Акă Шупашкарта пурăнакан Михаил Храмов «Спартак» спорт керменне пăхаттирсене курма ятарласа килнĕ. Агрегат заводĕнче 40 çул ытла тăрăшнă ĕç ветеранĕ çамрăк чухне кире пуканĕ çĕкленĕ. «Ун чухне завод çумĕнче спорт шкулĕ те пурччĕ. Унта заводра ĕçлекенсемпе вĕсен ачисем тĕрлĕ секцире ăсталăха туптатчĕç. 1 пине яхăн çын çÿретчĕ. Кире пуканĕ йăтакансен секцийĕ те аван ĕçлетчĕ. Паянхи паллă спортсменпа Юрий Карповпа пĕрле сахал мар тупăшнă эпир. Шел те, 2000 çулта спорт шкулне хупрĕç», — хурланса пĕлтерчĕ 72-ри ветеран. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Тарапай ялĕнче çуралнăскерĕн ачалăхĕ çăмăл пулман: çемьере ача йышлипе Пăрачкаври интернатра ÿсме тивнĕ унăн. Çавăнтах спортпа туслашнă, вăл ăна йывăрлăхсене парăнтарма пулăшнă. Михаил Семенович волейболла выляма юратнă, 70 çулчченех волейбол командин хастарĕ пулнă.

Атăл леш енче пурăнакан Алексей Кувшинов та яш чухне тимĕр вăййипе кăсăкланнă. Патăрьел тăрăхĕнче çуралса ÿснĕскер чылай çул агрегат заводĕнче ĕçленĕ. «Ун чухне заводра спортăн тĕрлĕ енĕпе ăмăрту ирттеретчĕç. Пирĕн спортсменсем кире пуканĕ йăтас енĕпе те хастарччĕ. Хам та сывлăха тĕреклетес тĕллевпе хушăран çĕклекелеттĕм», — терĕ 76 çулти Алексей Степанович. Вăл паянхи атлетсен ăсталăхĕпе пултарулăхĕ пысăк шайра пулнине палăртрĕ.

Питĕртисем çĕнтерчĕç

Питĕртен килнĕ спортсменсем уйрăмах маттур пулчĕç. Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕпе 15 çынран тăракан команда /ертÿçи — РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Сергей Кириллов/ пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Акă 30 çулти Николай Кичимаев хăйĕн виçинче ылтăн медаль çĕнсе илчĕ. Тĕрлĕ шайри чемпионатсенче хăйĕн вăйне тĕрĕсленĕ пăхаттир 2015-2016 çулсенче тĕнче чемпионатĕнче çĕнтернĕ. «Шупашкарта иртнĕ 3 ăмăртура мала тухрăм. Кунта мана ăнать, çавăнпа кăçал та хутшăнас терĕм. Кашни ăмăрту ăсталăха аталантарать, вăй-хала тĕрĕслет. Пĕчĕк турнирсенче конкуренци пысăк мар, кунта çамрăк спортсменсен шайне сăнама пулать. Нумаях пулмасть хам та яшсемпе ĕçлеме тытăнтăм», — помост çине тухма васкарĕ пăхаттир.

Питĕрти çарпа космос академийĕн преподавателĕ Дмитрий Дубровин тимĕр вăййипе 20 çул каяллах туслашнă. «Салтакраччĕ эпĕ ун чухне. Кире пуканне чылайăшĕ йăтатчĕ. Эпĕ те çĕклесе пăхас терĕм — килĕшрĕ. Пуçланса кайрĕ вара», — терĕ спортăн тĕнче класлă мастерĕ. Çар çынни Шупашкарта пĕрремĕш хут мар: вăл темиçе çул каялла Чăваш Ен тĕп хулинче иртнĕ «Хыпар» турнирĕпе çĕршыв кубокĕнче мала тухнă. Кăçал та çар çыннине ăнчĕ: 95 килограмлă виçере 217 очко пухса çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ.

Санкт-Петербург командин хушшинче чăвашсем те пур. Вĕсенчен пĕри — Владимир Петров. Йĕпреç районĕнчи Пучинке каччи малтанхи наградисене «Хыпар» турнирĕнче çĕнсе илнĕ. Кăçал та 68 килограмлă виçере ăна çитекенни пулмарĕ. Хальхи вăхăтра Владимир Михайлович Питĕрти аграри институтĕнче ĕçлет. Унăн ентешĕ Андрей Кузьмин Питĕрти çарпа космос академийĕнче вĕренет. «Манăн пичче Артем кире пуканĕн секцине çÿретчĕ. Эпĕ те унта çырăнтăм. Михаил Петров тренер пулăшса пынипе чылай çитĕнÿ турăм. Академине вĕренме кĕрсен пĕр вăхăт турнирсене хутшăнманччĕ, кăçал помост çине тепĕр хут тухрăм», — пĕлтерчĕ каччă. «Хыпар» турнирĕнче вăл 63 килограмлă виçере пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ.

Пăхаттирсен тупăшăвĕ

Турнирăн иккĕмĕш кунĕнче тупăшу уйрăмах хĕрÿ пулчĕ. Помост çине чăн-чăн пăхаттирсем тухрĕç. Арçын спортсменсем икĕ енлĕ тупăшура /кире пуканне сулласа çĕклес тата кăкăр çинчен тĕртес енĕпе/ вăй виçрĕç. 63 килограмлă виçере РФ спорт мастерĕсем Евгений Малинниковпа Дмитрий Курчин /Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ/ палăрчĕç. Ку каччăсем «Хыпар» турнирне кашни çул хутшăнаççĕ. Вĕсен награди те сахал мар. Акă Дмитрий Курчин 2013-2016 çулсенче пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарнă. Пĕлтĕр Елчĕк районĕнчи Курнавăш каччи пĕрремĕш категориллĕ судья ятне тивĕçнĕ. Помоста тухакансене йĕркелесе пынă май хăй те ăмăртăва хутшăнма хатĕрленчĕ. «Манăн атте Сергей Васильевич çамрăк чухне кире пуканĕ йăтатчĕ. Ăна кура эпĕ те 11-мĕш класра чухне спорт секцине çÿреме пуçларăм. Шкултан вĕренсе тухсан та унăн çулĕпе кайрăм — ял хуçалăх академине вĕренме кĕтĕм. Халĕ магистратурăра 2-мĕш курсра пĕлÿ илетĕп», — терĕ 2016 çулта студентсен хушшинче иртнĕ Раççей чемпионачĕн призерĕ. Сăмах май, Дмитрийăн йăмăкĕ Татьяна та тимĕр вăййипе туслă. Курнавăш шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекен хĕр район турнирĕсенче лайăх çитĕнÿсем тăвать.

68 килограмлă виçере Самар облаçĕнчи çар çынни Олег Щербин çĕнтерчĕ. Спортăн тĕнче класлă мастерĕ 207 очко пухса команда пухмачне ылтăн медальпе пуянлатрĕ. Çак ушкăнрах Хĕрлĕ Чутай каччи Леонид Ярадов палăрчĕ. 19 çулти яш иккĕмĕш хăнăхтарура виççĕмĕш пулчĕ. 73 килограмлă пăхаттирсен ушкăнĕнче Пермь крайĕн спортсменĕсене çитекенни пулмарĕ. Малти вырăнсене йышăннă Айдар Маматов, Юрий Власичев тата Фидарис Хасанов РФ спорт мастерĕн нормативне пурнăçларĕç. Ку тупăшурах Василий Кириллов /Елчĕк районĕ, Лаш Таяпа/, Евгений Михайлов /Чĕмпĕр тăрăхĕнчи чăваш/, Алик Волков /Вăрнар районĕ/ лайăх результатсем кăтартрĕç.

78 килограмлă спортсменсен йышĕнче Питĕр, Чăваш Ен тата Тутарстан пăхаттирĕсем палăрчĕç. Спортăн тĕнче класлă мастерĕ Алексей Иванов /Йĕпреç районĕ/ ку хутĕнче пьедесталăн иккĕмĕш картлашки çине хăпарчĕ. Сăмах май, ял хуçалăх академийĕн студенчĕ ЧР кире пуканçăсен федерацийĕн пĕтĕмлетĕвĕпе кăçал «Чи лайăх спортсмен» ята тивĕçнĕ. Чемпионсен хушшинче çамрăк спортсменсем Иван Кузьминпа Олег Леонтьев /Вăрнар районĕ/ та çухалса каймарĕç.

Вĕсем — ырă тĕслĕх

Ăмăртăвăн виççĕмĕш кунĕнче арçынсем виçĕ ушкăнра кĕрешрĕç. 85 килограмлă виçере Самар облаçĕн тата Питĕр спортсменĕсем мала тухрĕç. Пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çине чăваш каччи Дмитрий Енедеров çĕкленчĕ. Елчĕк районĕнчи спорт мастерĕ тимĕр вăййипе Тольятти хулинче пурăннă чухне кăсăкланма пуçланă, пĕр вăхăт тĕрлĕ ăмăртура Самар облаçĕн командин чысне хÿтĕленĕ. 2009 çулта тăван тăрăха таврăннăскер НППП /СНГ/ тата Раççей чемпионачĕсенче призер пулнă, «Хыпар» турнирĕнче те хăйĕн вăйне пĕрре мар тĕрĕсленĕ. Хальхи вăхăтра вăл ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Борис Глинкин патĕнче ăсталăха туптать.

95 килограмран çăмăлрах виçере Александр Павлов /Елчĕк/, Денис Михайлов /Чĕмпĕр/, Андрей Кузнецов /ял хуçалăх академийĕ/ тата ыттисем палăрчĕç. Чи йывăр виçере икĕ пăхаттир вăй виçрĕ. Пушкăрт спортсменĕ Ильгиз Саидов Тутарстанри Павел Карасева кая хăварса çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ.

Çав кунах ветерансем тупăшрĕç. Вĕсен йышĕнче яланхи пекех Улатăрти Валерий Притуленко, Канашри Владимир Понихидкинпа Сергей Калашников, Патăрьелти Владимир Портнов, Шăмăршăри Владимир Шуряков, Елчĕкри Олег Федоров тата ыттисем палăрчĕç.

— Кăçалхи турнир уйрăмах сумлă пулчĕ. Помост çине Европа тата тĕнче чемпионĕсем, спортăн тĕнче класлă мастерĕсем тăчĕç. Çамрăк спортсменсемшĕн вĕсем — ырă тĕслĕх. Пултаруллисем РФ спорт мастерĕн нормативне пурнăçларĕç. Ку ăмăрту хыççăн пăхаттирсем тĕнче чемпионатне хатĕрленме тытăнĕç. Çĕршыв командине 36 çын лекрĕ, вĕсен йышĕнче Чăваш Ен атлечĕсем те пур, — пĕлтерчĕ ăмăрту вĕçленнĕ хыççăн Пĕтĕм Раççейри турнирăн тĕп судйи, РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Сергей Кириллов. Аса илтеретпĕр: Сергей Александрович Куславкка хулинче çуралса ÿснĕ, хальхи вăхăтра Санкт-Петербургра ĕçлет, РФ пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕн тивĕçĕсене пурнăçлать.

Пĕтĕм Раççейри турнира йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн «Хыпар» Издательство çурчĕ РФ кире пуканĕ спорчĕн федерацийĕн президентне Игорь Солодова, ЧР кире пуканĕ йăтакансен федерацийĕн ертÿçине Юрий Карпова, ăмăртăвăн тĕп судйине Сергей Кириллова, Шупашкар хула администрацийĕн физкультурăпа спорт управленийĕн тата «Спартак» спорт шкулĕн ĕçченĕсене тата предрияти-организаци ертÿçисене ăшшăн тав тăвать.

Тĕплĕнрех — çитес номерте.

 

ЧР Спорт министерствин сайтĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.