Аваллăхсăр малашлăх çук

Пире Муркаш районĕнчи Исетерккĕри пуçламăш шкул çурчĕн шăпи пăшăрхантарать. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсем вĕçнелле ял клубĕ çумне тĕксе тунăскер питех кивĕ те мар. Хăй вăхăтĕнче унта чылай ача пĕлÿ пухрĕ, анчах шкула хупсан вăл никама та кирлĕ пулмарĕ. Пурте: «Пирĕн баланс çинче тăмасть», — теççĕ.

30-мĕш çулсенче ним айăпсăр çынсене кулак йышне кĕртсе, кил-çурчĕсене туртса илсе шкул уçнă. Мĕншĕн тесен ун валли ятарлă çурт çитмен. Халĕ йĕркеллĕскерпе усă курма пĕлместпĕр. Питĕ пуйса кайрăмăр пулинех. Вăл темиçе çул усăсăр ларать. Пĕр-ик çул каярах такама кансĕрлеме пуçланă курăнать. Малтан пĕр чÿречине ватрĕç, кайран — теприне. Никам шарламаннине кура кăçал пурне те аркатрĕç, хăшне-пĕрне рамипех кăларса кайнă. Халĕ çак çурт питĕ мĕскĕннĕн курăнса ларать. Хирĕçре — Татьяна Николаевна Алексеева, сакăр паттăр ывăл çуратса ÿстернĕ хĕрарăмăн, палăкĕ. Вăл ун çине пăхса кăмăлсăрланнăн туйăнать.

Яла час-часах сумлă хăнасем килсе çÿреççĕ. Çав шутра Мускавран та. Палăк умне республикăри тĕрлĕ шкултан ачасем те килеççĕ. Хуçасăр çак çурта курса мĕн шухăшлаççĕ-ши вĕсем? Вăл ял илемне пăсса ларать-çке.

Çуллахи вăхăтра пушар тухас хăрушлăх та пысăк. Унта ача-пăча та выляма кĕрет, ÿсĕр çынсем те çĕр выртма пултараççĕ. 4-5 çул каялла кунашкал тĕслĕх пулнипе сисчĕвленетпĕр. Ун чухне библиотекăн вутă сарайĕнче ачасем ашкăнса вут тĕртнĕ. Юрать, ял çынни çийĕнчех асăрханă. Унсăрăн библиотека та çунса кĕлленетчĕ.

Шкул çурчĕ пулнăскере вут тивес тĕк çулăм клуб çине те йăпăр-япăр куçать. Мĕншĕн тесен унăн стени йывăçран. Хальхи пурнăçра пире никам та çĕнĕ çурт вăр-вар лартса памасть. Çавăнпа та пуррине упрама пĕлмелле.

Пирĕн шухăшпа, çак çуртран музей тума меллĕ. Ăна йĕркене кĕртмелле çеç. Ялта музей пурри вара çав тери аван. Хамăр тăрăхпа мухтанмалăх пур пирĕн. Исетерккĕре мĕн чухлĕ паллă çын çуралса ÿснĕ. Алексе-евсен паттăр ывăлĕсене халăх манмасть. Сăмахран, ывăлĕ Григорий Совет Союзĕн Геройĕ ятне тивĕçнĕ, Егор вара Александр Матросов пек хастарлăх кăтартнă. Валентина Егорова — тĕнчипе паллă атлет. Петрпа Василий Трофимовсем, Юрий Степанов, Леонид Викторов спортсменсене те республикăра лайăх пĕлеççĕ. Ухăпа персе ăмăртнă Совет Союзĕн чемпионĕ Юрий Леонтьев та пирĕншĕн ют мар. Унăн йăх тымарĕ — Исетерккĕрен.

Музей йĕркелесен ял историйĕпе те паллаштарма пулать. Каярахпа çак тăрăхра туристсен маршрутне уçсан та аван. Федор Васильев композиторăн музейĕ те инçе мар кунтан, 5 çухрăмра кăна. «Хыпар» хаçат никĕслевçин Николай Никольскин те çырма урлă çеç. Унсăр пуçне юнашар вырнаçнă Анаткас Апаш ялĕнче Вера Соколова çуралса ÿснĕ. Юрпаш пуçĕнче «хурăнлă çул» 300-400 метр тăршшĕ малтанхиллех сыхланса юлнă, ытти вырăнти пек сухаласа пĕтермен ăна. Паллă тепĕр вырăн: 1889 çултах В.Магницкий асăннă Уйкас Апаш çумĕнчи Пичке сăрчĕ. Ăна çĕршыв шайĕнчи культура эткерлĕхĕн палăкĕсен йышне кĕртнĕ. Туристсен маршрутне анлăрах тума майсем çителĕклĕ.

Нумаях пулмасть тăван тăрăха Америкăран хăнана килнĕ Валентина Егорова та çак хуçасăр çуртран музей тусан вырăнлă пулассине палăртрĕ. Ăна экспонатсемпе пуянлатма пулăшассине каларĕ.

Пирĕн шутпа, музея хута яма питех тăкаклă пулмĕ. Ку ыйтупа эпир район администрацийĕн пуçлăхĕ патне те тухрăмăр. Анчах тивĕçлĕ хурав кĕтсе илеймерĕмĕр. Малалла вулас...

 

Исетерккĕ ял çыннисем.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.