Пире Муркаш районĕнчи Исетерккĕри пуçламăш шкул çурчĕн шăпи пăшăрхантарать. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсем вĕçнелле ял клубĕ çумне тĕксе тунăскер питех кивĕ те мар. Хăй вăхăтĕнче унта чылай ача пĕлÿ пухрĕ, анчах шкула хупсан вăл никама та кирлĕ пулмарĕ.