Archive - 29 Кăрлач, 2020 - Хресчен сасси
Телейĕн хÿри çук
Мĕн авалтанах вулавăш ял çыннишĕн, ачасемшĕн пĕлÿ çăл куçĕ шутланнă. Çавăнпа та библиотекарь сумлă ятпа палăрнă. Ахальтен мар хам Красноармейски районĕнчи Супар шкулĕнче вĕреннĕ çулсене аса илтĕм. Эпĕ питĕ вулама юрататтăм. Библиотекарьсем çĕнĕ кĕнеке килсенех вулакансене унпа паллаштаратчĕç. Каярахпа конференци йĕркелетчĕç. Нумай çын пухăнатчĕ унта. Çак ĕçре тăрăшакансене халĕ те хисеплетĕп эпĕ.
Маларах е каярах юрать-ши?
Вилнĕ çыннăн 40 кунне хăшĕсем маларах асăнма юрать тенине илтнĕ. Теприсем вара ăна шăпах хăй кунĕнче асăнмалла теççĕ. Хăшĕ тĕрĕс-ши?
Валерий НИКОЛАЕВ.
Шупашкар хули.