Комментари хушас

29 Кăрлач, 2020

Маларах е каярах юрать-ши?

Вилнĕ çыннăн 40 кунне хăшĕсем маларах асăнма юрать тенине илтнĕ. Теприсем вара ăна шăпах хăй кунĕнче асăнмалла теççĕ. Хăшĕ тĕрĕс-ши?

Валерий НИКОЛАЕВ.
Шупашкар хули.

Сирĕн ыйтăва Шыва кĕртекен Иоанн Пророк çуралнă ячĕпе Шупашкарта лартакан чиркĕвĕн настоятелĕ Петр ФЕДОРОВ протоиерей хуравлать:
Вилнĕ çыннăн 40 кунне 1 кун маларах асăнма юрать, каярах вара — çук. Асăну кунĕ тĕлне чиркĕве каймалла: кĕлĕре тăмалла, çурта лартмалла. Вăл типĕ тытмалли вăхăта лексен йăла-йĕркене пăхăнмалла: сĕтел çине аш-какай, сĕт юр-варĕ лартма юрамасть. Сăра-эрех вара пачах та кирлĕ мар.

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.