Archive - 28 Чÿк, 2014 - Хресчен сасси
Ĕç пур!
Украинăран тарса килнисем валли те ĕç яланах пур.
Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин порталĕнче республикăри граждансене, çавăн пекех Украинăран тарса килнисене яланлăхах ĕçе вырнаçтарма вакансисен списокне вырнаçтарнă. Ноябрĕн 17-мĕшĕ тĕлне унта 1757 рабочи вырăнĕ пуррине тата республикăри 142 организаци ыйтнипе 153 тĕрлĕ профессипе тата специальноçпа рабочипе служащи кирлине пĕлтернĕ. Пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерме хирĕç маррисем те пур.
Алă шăнать
Тăтăшах алă шăннипе нушаланатăп. Çăм алсиш тăхăнни те пулăшмасть.
Валерий Иванов. Муркаш районĕ, Çатракасси.
Чылай чухне алă шăннипе юн çаврăнăшĕ пăсăлнă çынсем аптăраççĕ. Чĕре кирлĕ пек ĕçлемесен те, остеохондроз пулсан та шăнать вăл. Юн çаврăнăшĕпе веществосен çаврăнăшне лайăхлатма ытларах шыв ĕçмелле. Ку тĕлĕшпе улма-çырла сĕткенĕ, минерал шывĕ, курăксен шывĕ аван. Сахал хускалсан та юн тымарĕсем çывăраççĕ. Çавăнпа шăмшака тăтăшах хускатмалла, ÿт-пĕве тăвăрламан тумтир тăхăнмалла.