Archive - Ака 2015 - Чăваш хĕрарăмĕ

апреля 4th

4 Ака, 2015

Ĕç мар, кĕвĕçÿ пĕтерет

Пурнăç паян пĕртте япăх мар. Тепĕр чухне пирĕн халăх ытлашши нăйкăшнă пек туйăнать. Çынна нихăçан та нимĕн те çитмест, ăна нумайрах, ытларах, чаплăрах кирлĕ. Ялтисем кÿршĕрен тăрса юласшăн мар. Пĕр енчен çакă лайăх та, çавна пулах кермен евĕр çуртсем çĕкленеççĕ.

4 Ака, 2015

Вăтанман - вĕрÿçĕ, ÿркенмен юмăçă пулнă

Çамрăк чухне кам юмăç ярса курман-ши? Ача чухне Раштав умĕн çурçĕр иртсен урама тухса хапха урлă кăçатă ывăтаттăмăр, пиçиххи пăрахаттăмăр. Упăшка мĕн сăнлă пулассине пĕлес тесе витене кĕрсе сурăх ури те тытнă. Шурри - сарă каччăна, хури - хураскерне пĕлтернĕ. Студент чухне общежитире те тус-тантăшпа пĕрле юмăç янă. Пулас мăшăр ятне, хăçан качча каяссине, миçе ача çуратассине пĕлме ĕмĕтленнĕ. Çынна шăпа вăрттăнлăхĕсем ялан илĕртеççĕ çав. Çамрăк чухне тата темĕн те пĕлесшĕн çунни канăç памасть. Уйрăмах йывăр вăхăтра лайăххине шанас килет.

4 Ака, 2015

Çĕр çурхахне пула... усал шыçă аталанать

«Эпĕ килти лару-тăрăва пула саккăрта, 1948 çулта, тин шкула кайнă. Ялхуçалăх техники пулманран, çынсем çитменрен колхозри пĕтĕм ĕçе алă вĕççĕн тунă. Анне ыттисемпе пĕрлех ĕç кунĕшĕн тăрăшнă. Çав вăхăтра аппапа пичче шкула çÿретчĕç. Мана çулталăкри Валя йăмăкăма пăхма хушса хăваратчĕç.

4 Ака, 2015

Упăтене калаçма вĕрентеççĕ

Сухан ÿстерессипе республикăра ытларах Патăрьел районĕ палăрать. Ку ĕç çăмăл маррине кашниех аван чухлатпăр. Çумлама, кăларма, тасатма вăй та, вăхăт та нумай илет вăл. Ĕçĕ, чăн та, тупăш кÿрет. Шел, ĕçĕн пур тапхăрне те механизацилеме çук. Мĕн тумалла апла тăк?

4 Ака, 2015

Халăх чунне çĕклентернĕшĕн

Иртнĕ эрнере «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурс çĕнтерÿçисене вунулттăмĕш хут чысларĕç. Ăна яланхи пекех Пĕтĕм тĕнчери театр кунĕнче - пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче - пĕтĕмлетрĕç.

4 Ака, 2015

“Хыпарçăсем” - чăн-чăн чăваш çĕрĕнче

Иртнĕ ытларикун “Хыпарçăсен” пĕр ушкăнĕ кÿршĕллĕ Тутарстана çула тухрĕ. Вăл тăрăхра пĕр хутчен кăна мар пулнă-ха чăваш журналисчĕсем. Хальхи çулçÿреве вара “Хыпар” хаçат тухма пуçланăранпа 110 çул çитнине халалларĕç.

Pages