Комментари хушас

4 Ака, 2015

“Хыпарçăсем” - чăн-чăн чăваш çĕрĕнче

Иртнĕ ытларикун “Хыпарçăсен” пĕр ушкăнĕ кÿршĕллĕ Тутарстана çула тухрĕ. Вăл тăрăхра пĕр хутчен кăна мар пулнă-ха чăваш журналисчĕсем. Хальхи çулçÿреве вара “Хыпар” хаçат тухма пуçланăранпа 110 çул çитнине халалларĕç. Чăваша пĕрлештерсе тăракан çак хаçат Муркаш тăрăхĕнче çуралнă Николай Никольский ăсчах тăрăшнипе кун çути курнă. Пултаруллă чăваш Хусанти Ар масарĕнче ĕмĕрлĕх канăç тупнă. Шăпах унăн вилтăприне çитсе пуç тайрĕç «хыпарçăсем».

Парăнман - чалăшман...

Малтанах “Хыпар” Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Валерий Туркай Николай Васильевич Никольские вышкайсăр пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçĕшĕн - пăтравлă та кăткăс саманара чăваш халăхĕ валли хаçат кăларма пуçланăшăн - тав турĕ. Ĕçĕ вара чăнах та çăмăл мар, укçи-тенки те кирлĕ, пултаруллă çынсене те тупса явăçтармалла... Пĕрре çуралса вăй илнĕ “Хыпар” вара тухать. Çĕнелсех пырать. Ку кăна та мар, йыш хушма та пултарчĕ вăл: “Хыпар” варĕнче ытти кăларăмсем тĕвĕленчĕç, çуралса тĕнче тăрăх саланчĕç: “Çамрăксен хаçачĕ”, “Чăваш хĕрарăмĕ”, “Сывлăх”, “Кил-çурт, хушма хуçалăх”...

- Пархатарлă ĕçÿ манăçмĕ, чăваш халăхĕн чун-чĕринче ĕмĕр-ĕмĕр пурăнĕ, - терĕ Валерий Владимирович.

Чăваш халăх поэчĕ Порфирий Афанасьев Николай Никольские ырăпа аса илчĕ. Хăй Никольскипе хутшăннине каласа кăтартрĕ.

“Хыпарта” нумай çул ĕçленĕ Сергей Карягин хаçат никĕслевçи çут тĕнчерен уйрăлнăранпа 55 çул иртнĕ пулин те ун патне сукмак курăкпа витĕнменнине палăртрĕ.

Николай Никольскийĕн ячĕ пархатарлă ытти ĕç тума та хавхалантарать. Тутар чăвашĕсем валли тухса тăракан “Сувар” хаçатшăн та ку - сăваплă вырăн. Çакăн çинчен “Хыпар” тусĕ, маларах вара хăй те редакцире ĕçленĕ Петр Сидоров сăмах хускатрĕ.

Татьяна Степанова, Николай Никольский музейĕн ертÿçи, хисеплĕ ентешĕн сумлă ĕçĕсене аса илчĕ, вăл Муркаш ачисемшĕн ырă тĕслĕх пулнине палăртрĕ.

Виктор Егоров Хусан чăвашĕсен ячĕпе сăмах илчĕ, хăйсем Николай Никольские лайăх пĕлнине каласа кăтартрĕ.

“Хыпар” тĕп редакторĕн çумĕ Геннадий Максимов Николай Никольскин палăкне калăпланă тапхăра таврăнса унăн авторне Петр Пупина ырă сăмахпа аса илчĕ. Ăна вырнаçтаракансем те тăрăшни куçкĕрет - палăк çирĕп ларать, ун çине йывăç ÿксен те парăнман - чалăшман. Никольский сăнарĕ те халăх асĕнче çаплах çирĕп упранĕ: ачисене - ĕçĕсене - пула вăл халăх историйĕнче тарăн тымар янă. Çавăнпа вăйлă çил вĕрсен те, самана улшăнсан та тымарĕсене пула ăсчахăмăр ячĕ чăваш чунĕнче яланлăхах вырнаçнă.

Ирĕксĕрлĕхре çуралнă йĕркесем

Чăвашран çитнĕ делегаци тутар паттăр поэчĕ Муса Джалиль палăкĕ патĕнчен те пуç таймасăр иртмерĕ. Унăн ячĕ те шăпах хăйĕн вилĕмсĕр хайлавĕсене пула ăруран ăрăва куçать. Джалиле нумай çул сутăнчăк тесе айăпланă. Поэта хăй ирĕксĕрлĕхре çырнă сăввисем çăлса хăварнă. Анчах та поэт фашистсен тĕрминче чунпа кăна мар, юнпа çырнă йĕркесене Хусана çитерме май тупсан та вулакан аллине тÿрех лекмен вĕсем. Шăпах “Моабит тетрачĕсем” Муса Джалиль сутăнчăк маррине, вăл Тăван çĕршывăн чăн-чăн патриочĕ пулнине ĕнентернĕ, поэтăн таса ятне тавăрма пулăшнă. Моабитра çырнă йĕркесене ку таранччен 60 ытла чĕлхепе пичетленĕ. Чăвашла вĕсене халиччен 14-ăн куçарнă. Валерий Туркай та хăй куçарнă йĕркесене 2014 çул вулакан патне кĕнеке хальлĕн çитернĕ.

“Хаçат çырăнтарăвĕ - халăх çыравĕ”...

Чăваш Енрен çитнĕ хăнасене каярахпа Тутарстанри Халăхсен Туслăх çуртĕнче “Салам” ушкăн чăваш юррипе кĕтсе илчĕ.

Тутар тăрăхĕнчи йăхташăмăрсен пурнăçĕпе наци культура автономийĕн ертÿçи, тĕлĕнмелле пултаруллă та çивĕч чăваш арĕ Константин Яковлев паллаштарчĕ. Вăт ăçта кĕрлет вăл - чăваш пурнăçĕ! Маттурсен ĕç-хĕлĕ пирки çырса кайиччен статьяна мĕншĕн çапла ят панине те ăнлантарам - Тутарстанри йăхташăмăрсен шухăшĕпе, вĕсем шăпах чăн-чăн чăваш çĕрĕнче пурăнаççĕ. Пĕрремĕшĕнчен, халăхăмăрăн ятне çÿле çĕкленĕ мĕн чухлĕ Улăп тухнă ку тăрăхран! Иккĕмĕшĕнчен, чăваш чĕлхине, йăли-йĕркине, культурине - халăх ятне тесе вула - упраса хăварас тата аталантарас тесе мĕн кăна туса ирттермеççĕ унта! Çитменнине - укçине те хăйсемех тупаççĕ, çакăншăн шалу та илмеççĕ. /Хамăрăн культура тытăмĕн чиновникĕсене тутар чăвашĕсенчен вĕренмешкĕн пĕрер уйăхлăха кăларса ямалла. Çук, ĕçлеме е справка çырмашкăн хăнăхма мар - чăваша юратма, упрама, хисеплеме вĕренмешкĕн.../

Тĕрĕссипе, вĕсем мĕн ĕçленине тĕпĕ-йĕрĕпе çырса кăтартма хаçат страници те çитмĕ. Çавăнпа кĕскен кăна асăнса тухам. Кÿршĕ республикăри 27 районта кашнинчех наци автономийĕн представительствине йĕркеленĕ. Пĕрлехи ĕç планĕпе килĕшÿллĕн пулса пыраççĕ мероприятисем. Республикăра 300 ытла чăваш ялĕ. Йăлана кĕнĕ уявсем - Учук, Уяв, Акатуй, “Чăваш шăпчăкĕ”, “Выля, купăс”, ял кунĕсем, чăваш çыравçисем хăйсен журналне кăларса тăраççĕ - “Шурăмпуç”... Унсăр пуçне спорт ăмăртăвĕсем иртеççĕ: “Кĕрешÿ”, ЧНКА Кубокĕшĕн... Ку та сахал пек туйăннă курăнать. “Илемлĕ чăваш ялĕ” - çак ятпа ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче çĕнĕ конкурс вăй илет. Йăлтах шута илĕç унăн çĕнтерÿçине палăртнă чух - çуртсене чăваш тĕррипе илемлетнине те, виçĕ чĕлхелĕхе /тутар, вырăс, чăваш/ мĕнле пăхăннине те, тăван йăла-йĕркепе çыхăннă мероприятисем ирттернине те. Пĕр сăмахпа, çĕнтерме - мала тухнăшăн вара укçан преми палăртнă, унăн виçи пĕчĕк мар - çăмăл пулмĕ.

Кăçалах Тутарстанри чи лайăх шкула - унта вĕренÿ 90 заведенийĕнче чăваш чĕлхине шĕкĕлчеççĕ - палăртĕç. Кунта та тĕп условисем йăлт чăвашлăхпа çыхăннă.

Вĕренÿре “пиллĕкпе” кăна ĕлкĕрсе пыракан ачасен слетне ирттересси йăлана кĕнĕ. Унта 100 чи лайăх ача хутшăнать. Паллах, вĕсен чăвашла таса калаçмалла...

Çак мероприятисене йăлтах хăйсен вăйĕпе йĕркелесе пыраççĕ тутар чăвашĕсем. Тутарстанри чăвашсен наци культура автономийĕ - общество организацийĕ! - шкулсенче вĕренÿ пÿлĕмĕсене сĕтел-пуканпа, ытти оборудованипе хăй тивĕçтерет. Тĕлĕнсе каймалла вĕт. Чăнласах маттур йăхташăмăрсем. Ахальтен мар ĕнтĕ кÿршĕ республика ертÿлĕхĕ ытти халăхсен пĕрлĕхĕсене чăвашсенчен тĕслĕх илме сĕнет.

ТЕМĂРАН ПĂРĂНСА. Чăнласах та акă вăл - чăвашлăх утравĕ. Акă ăçта кирлĕ чăвашла пĕлни! Çук, кунта мар. Кунта чăвашла пĕлнипе никама та тĕлĕнтереймĕн, никам та сана уншăн - аçу-аннÿ чĕлхипе калаçнăшăн, пин-пин çул упранса юлнă, йăхран йăха куçнă йăла-йĕркене малалла тăснăшăн - ырă сăмах каламĕ. Пачах урăхла! “Çынна ретлĕ калаç!” - тенине илтме сахал тÿр килнĕ-и? Чăвашлăхшăн антăхакан, унсăр сывлăшсăр пекех касăхакан çынсене çавăнпах тухса çÿреме, аякри йăхташăмăрсем патне çитсе курма сĕнетĕп эпĕ яланах. Шăпах вĕсенче тапса тăрать тăван юнăмăр. Кунта, шурă Шупашкарта кĕрлесе-вĕресе тăмалла чух... Вĕсен, аякрисен, пирĕн пата килсе вăй-хăват пухса каймалла чух...

Юрĕ, ку - уйрăм калаçу. Константин Яковлевăн чун ыратăвне те вулакан патне çитерес килет. Улăпăмăр, чăваша вулама-çырма вĕрентнĕ çыннăмăр Иван Яковлевич Яковлев çуралнă ял Кăнна Кушки пăшăрхантарать ăна. /Пĕр тесен, пĕрлехи çырулăх йĕркеленмен тĕк, кам пĕлет, анатри тата тури чăваш, тен, тахçанах пĕр-пĕрне ăнланми пулнăччĕ - çармăссем пек?/ Кăнна Кушки чăвашшăн Мекка шайĕнче пулмалла! Унта кашни чăвашăн çитсе çав сывлăшпа хавхаланмалла. Çак тĕллеве пурнăçа кĕртес енĕпе тутар чăвашĕсем ĕçлеме пуçланă та ĕнтĕ. Республика ертÿлĕхĕ те çак ыйтуран аякра юлмасса шанас килет.

Тутар халăх поэчĕ Ренат Харис та Хусан чăваш культуришĕн хăйне евĕр утрав пулнине палăртрĕ. Вăл калаçнă май “Хыпара” хăшĕ-пĕри “ытлашши чăвашла çырнăшăн” тиркени аса килчĕ. Ренат Харис вара Ашмарин словарĕ пирки сăмах хускатрĕ: “Мĕн тери пысăк пуянлăх пур сирĕн!” “Унпа усă курса çырма пуçласан вара пире вулакан пачах та ăнланма пăрахĕ”, - мĕлтлетрĕ пуçра шухăш. Шел те, паян кулленхи калаçура вышкайсăр пуян чĕлхемĕрĕн чи пĕчĕк пайĕпе усă курасси кăна сыхланса юлчĕ вĕт...

Халăхсен туслăхĕн çурчĕн ертÿçин Ирек Шариповăн, сăмах май, хăй вăл удмурт çынни, сăмахĕсем вара пуçăма çапса кĕртсе лартнă пек вырнаçса юлчĕç: “Пирĕн тымарсем - кунта. Атте-аннене те, Тăван çĕршыва та суйламаççĕ. Çавăнпа та çынна çуралнă кĕтесре пурăнма чи хăтлă условисем туса памалла - тата лайăхраххине шыраса ан çÿретĕр вăл. Эсир хаçатра ĕçлетĕр. Маншăн та ют мар ку ĕç. Манăн шухăшпа, çырăнтару - халăхăн хăйне евĕр çыравĕ. Тираж мĕн чухлĕ - халăх йышĕ те çавăн чухлĕ. Общество тулашĕнче аталанаймĕ çын”. Мĕн тери тĕрĕс сăмахсем! Тăван чĕлхепе вуламан-калаçман çын çинчен çав халăхăн представителĕ теме пулать-и вара?

Ирек Ильдусович хăй “Нарспи” поэмăна мĕнле вуланине те аса илчĕ. Валерий Туркай аллинче курнă та кĕнекене, тытса пăхма шухăшланă. Анчах... чăваш каччипе хĕрĕн таса юратăвĕ туххăмрах тыткăнланă ăна. Йĕрке хыççăн йĕрке, сыпăк хыççăн сыпăк... Каярахпа çак кĕнекене тупса туяннă. Юлташĕсем вăл мĕн вуланипе кăсăкланнă. Çапла “Нарспи” алăран алла куçнă... “Чăваш чунне ăнланас тесен “Нарспи” поэмăна вуламалла”, - пăнчă лартрĕ Ирек Шарипов. Çакăн çумне хушса урăх мĕн калайăн?

Рита АРТИ.

Василий КУЗЬМИН

сăнÿкерчĕкĕсем.

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.