Archive - 2020 - Хыпар

июля 28th

28 Утă, 2020

Окоп чавса паттăрлăх кăтартнă

«Окоп чавнă çĕрте ĕçлеме çăмăл марччĕ. Çанталăк 40 градусран та сивĕрехчĕ, шăн çĕре чавма çав тери кансĕрччĕ. Тăхăнма ăшă тум çукчĕ, çавăнпа шăнса чирлекенсем те, вилекенсем те пурччĕ», — шăпах çапла аса илеççĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Сăр тата Хусан оборона линийĕсене тума хутшăннă, окоп чавнă çынсем.

Историе аса илес тĕк

28 Утă, 2020

Çырла татаççĕ, кăшман кăлараççĕ

«Кăçал хура çырла хура хурлăхан пек шултра. Кусене хĕрĕмпе ывăлăм пуçтарчĕç», — хавхаланса калаçрĕ çул çинче тĕл пулнă, Патăрьеле васкакан водитель. Вăрманăн пылак çимĕçне вăл Патăрьел пасарĕнче сутать. Пĕр витре хура çырла паянхи кун 1 пин тенкĕрен кая мар  тăрать. Ишлĕ Шетмĕ, Ульяновка, Люля, Пăлапуç Пашьел ялĕсенчи ачасем çуллахи каникул вăхăтĕнче ахаль лармаççĕ, витре йăтса кашни кунах вăрмана çырла пухма чупаççĕ. Çапла майпа кăштах нухрат ĕçлесе илеççĕ.

июля 24th

24 Утă, 2020

Станислав ДАНИЛОВ: Пĕтĕм ĕçе вăхăтра пурнăçласан кăмăлсăрланакан пулмасть

Тăвай районĕнчи Çĕнĕ Пуянкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Станислав Данилов яваплă çак должноçа йышăннă чухне 25 çулта пулнă. Мĕнлерех кăмăл-туйăм хуçаланнă-ха çаврăнăçуллă, ĕçчен те вăр-вар çамрăкăн чунĕнче ун чухне, пилĕк çул каялла? Халăхпа пĕр чĕлхе тупас тесе мĕн тунă?

24 Утă, 2020

«Аттен сасси хăлхарах янăрать»

«Пире тăван кĕтсе тăрать», «Çыру çырсамăр салтаксем патне», «Хурлăхан», «Кăвак чечексем», «Ах, мĕн ма-ши?», «Пиçет пилеш, пиçет палан»… Чуна çупăрлакан, чĕрене тыткăнлакан çак юрăсене Юрий Кудаков композитор кĕвĕленĕ.

Pages