Окоп чавса паттăрлăх кăтартнă
«Окоп чавнă çĕрте ĕçлеме çăмăл марччĕ. Çанталăк 40 градусран та сивĕрехчĕ, шăн çĕре чавма çав тери кансĕрччĕ. Тăхăнма ăшă тум çукчĕ, çавăнпа шăнса чирлекенсем те, вилекенсем те пурччĕ», — шăпах çапла аса илеççĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Сăр тата Хусан оборона линийĕсене тума хутшăннă, окоп чавнă çынсем.
Историе аса илес тĕк
«Питĕ сивĕ пулнăран кăвайт чĕртеттĕмĕр. Пĕрисем çăпата тăхăннăччĕ, теприсем — кăçатă. Тар-лани те, шăнни те пулатчĕ. Алсана хывса алăпа çамка çинчи тара шăлса илетĕн те лума ярса тытатăн, çара алă ун çумне çыпăçатчĕ. Çĕр çине пăрахнă алса тепĕртакранах шăнса хытатчĕ», — аса илет Улатăр районĕнчи Междуречье ялĕнче пурăнакан Татьяна Елизарова. Сăр хĕрринче окоп чавнă чухне вăл 16-ра çеç пулнă: малтан Сăр Майданĕ çывăхĕнче, унтан Пăрачкав районĕнче ĕçленĕ. 95 çулти ветеран пĕлтернĕ тăрăх, çынсене йывăр ĕçрен пăрахса тарасран ятарласа килĕнчен аяккарах янă. Кунне 15-шер сехет ĕçлесси тем тесен те кансĕр çав.
ЧР патшалăх истори архивĕ пĕлтернĕ тăрăх, 1941 çулхи кĕркунне çĕршыв ертÿлĕхĕ оборона линийĕсем тума йышăннă. Чăваш АССРĕн- че Сăр тата Хусан чиккисен оборона линийĕсене тунă. Вĕсен пĕтĕмĕшле тăршшĕ республикăра 380 километра яхăн пулнă. Çак чикĕсене округри чи пысăк промышленноç центрне — Хусана — хÿтĕлес тĕллевпе тунă. Çирĕплетнĕ схемăпа килĕшÿллĕн сооруженисен линийĕ Мари, Чăваш, Мордва тата Тутар автономи республикисем, Пенза облаçĕ тăрăх иртнĕ. Чăваш Енре Сăр оборона чикки Етĕрне районĕнчи Засурски патĕнчен пуçласа Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Пантьăк, Улатăр районĕнчи Сăр Майданĕ çывăхĕнчен иртнĕ, республикăпа Чĕмпĕр облаçĕн чикки патне /Улатăр районĕ/ çитиччен тăсăлнă. Хусан линийĕ Мари АССРĕнчи Звенигово шыв кукринчен пуçласа Чăваш АССРĕн Октябрьски сали, Вăрмар районĕнчи Энĕшпуç, Арапуç ялĕсем урлă иртнĕ, Тутар АССРĕн чикки патне çитнĕ /Тăвай тата Мучар ялĕсен çывăхĕнче/.
Окопсене 1941 çулхи юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче чавма тытăннă. Хушура çак ĕçе 17 çултан аслăрах, çирĕп сывлăхлă çынсене явăçтармаллине палăртнă. Кашни районăн хăйсен çыннисене ĕç хатĕрĕсемпе тивĕçтермелле пулнă: кĕреçесемпе, лумсемпе, кувалтăсемпе, пăчкăсемпе, наçилккасемпе… Пĕтĕм лаптăкра куçса çÿрекен госпиталь-изоляторсем, тухтăр пункчĕсем, санэпидеми тата дезинфекци отрячĕсем пулнă, вĕсен йышĕнчи медицина ĕçченĕсене ме-дикаментсемпе тата çыхмалли материалсемпе тивĕçтернĕ. Строительство ĕçĕсене кунсерен вăтамран 85 пин çын хутшăннă, хăш-пĕр чухне çак йыш 110 пин çын таран ÿснĕ. Ĕç пĕр чарăнми, канмалли кунсăр пынă. Çав тери сивĕ кунсенче те окоп чавма чарăнман. Çынсем калама çук йывăр условисенче тар юхтарнă, шăннă çĕре лумпа тата кĕреçепе чавнă. Ăшă тум çитмен. Çынсен атă-пушмакĕ питĕ хăвăрт юрăхсăра тухнă. Строительствăра вăй хуракансене вĕри апатпа тивĕçтерме тăрăшнă, анчах ку тĕллеве пĕтĕм колхозах пурнăçлайман. Нумайăшĕ йывăрлăхсене чăтайман, çемйинчен аякра ĕçлени, фронтри тăванĕсем пирки пăшăрханни хăшне-пĕрне тарма хистенĕ.
Çанталăк япăххине тата техника çуккине пăхмасăр 1941 çулхи чÿк уйăхĕнчен пуçласа 1942 çулхи кăрлач уйăхĕнче алăпа 5 миллион кубла метра яхăн тăпрана чавса кăларнă, йывăçран, чулран тата тăпраран нумай сооружени тунă. Оборона сооруженийĕсен строительствинче социализм ăмăртăвĕсем йĕркеленĕ, рабочисем пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнă; малта пыракан участоксене, бригадăсене, звеносене, уйрăм рабочисене премисем панă. Пĕр кунхи норма 3 кубла метрпа танлашнă, çапах ăна темиçе хут ытларах пурнăçланă тĕслĕхсем те пулнă.
ЧР патшалăх истори архивĕ пĕлтернĕ тăрăх, Хусан линийĕн лаптăкне Чăваш Енре 1942 çулхи на-рăс уйăхĕнче, Сăр линине 1942 çулхи çĕртме уйăхĕн варринче туса пĕтернĕ. Анчах çакă ĕç вĕçленнине пĕлтермен. Оборона линийĕсене сыхлама 3 комендатура йĕркеленĕ. Çĕртме-утă уйăхĕсенче çурхи ейĕве пула сиенленнĕ оборона сооруженийĕсене юсама тата çĕнетме 5345 çынна тата 255 лашана явăçтарнă.
Ятарлă çулталăка хатĕрленнĕ май
Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Сăр чиккин строительстви пирки астăвăма упрама чĕнсе калать. Вăл çак пулăма халăхăн чăн-чăн паттăрлăхĕ тесе палăртать. Олег Николаев 2021 çул пирĕн республикăра Сăр тата Хусан оборона линийĕсен строителĕсен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăк пулассине пĕлтерчĕ. Асăннă строительствăна пуçарнăранпа килес çул 80 çул çитет. Çавăн пекех Чăваш Енре республика ертÿçин хушăвĕпе астăвăм медальне палăртма йышăннă.
Нумаях пулмасть вара Олег Николаевăн хушăвĕпе Сăр тата Хусан оборона линийĕсен строителĕсен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăкăн йĕркелÿ комитетне тата мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Йĕркелÿ комитетне Алла Салаева вице-премьер ертсе пырать, унăн йышне Министрсен Кабинечĕн членĕсем, республикăри Хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн председателĕ Наталья Николаева, Раççейри шырав юхăмĕн регионти уйрăмĕн ертÿçи Евгений Шумилов, «Регнум» информаци агентствин тĕп редакторĕн çумĕ Валентина Андреева, патшалăх истори архивĕн директорĕ Галина Ертмакова тата ыттисем кĕнĕ. Планпа килĕшÿллĕн 2020- 2023 çулсенче регионта окоп чавма хутшăннă çынсен ĕç паттăрлăхне ĕмĕрлĕх асра хăварас тĕллевпе социаллă пĕлтерĕшлĕ тата культурăпа çут ĕç проекчĕсем пурнăçа кĕрĕç: астăвăм об˜екчĕсем тăвĕç, филь-мсем ÿкерĕç, спектакльсем лартĕç, кино, концертсем кăтартĕç, экскурсисемпе тĕлпулусем ирттерĕç. Çавăн пекех интернетра пĕрлехи информаци ресурсĕ хатĕрлеме планланă.
Республикăри культура учрежденийĕсем культурăпа массăллă мероприятисем хатĕрлеме пуçланă та ĕнтĕ. Акă Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕ «Сăр чикки. Асра тыт. Пĕл. Ан ман» проекта ĕçе кĕртесшĕн. Ку енĕпе вăл Чăваш Ен Пуçлăхĕн грантне çĕнсе илнĕ. Çак проект — театрализациленĕ курăну, ăна Сăр оборона линийĕн строительствине хутшăннă çынсен çырăвĕсем, кун кĕнекисем тата аса илĕвĕсем тăрăх хатĕрленĕ. Малалла вулас...
Комментари хушас